Çырчаллинче III Раççей наци театрӗсен фестивалӗ 2026 çулхи июнӗн 22-28-мӗшӗсенче иртет
Эрне хушшинче куракансем, хула хăнисем Пушкӑртстан, Ингушети, Мари, Мордва, Тутарстан, Хакаси Республикисенчи театрсен спектаклӗсене пăхӗç
Эрнере 30 мероприятие çитсе курма май пур çырчаллисен. Пӗтӗмпе фестивале 200 ытла çын хутшăнать. Наци театрӗсен представителӗсем, культура учрежденийӗсен ертӳçисем, театр критикӗсем тата ӳнер тӗпчевçисем Çырчаллине пухăнӗç. РФ Президенчӗ 2026 çула Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе пӗлтерни фестивальшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Кунсăр пуçне кăçал иртекен пысăк юбилейсем те витӗм кӳнӗ июнӗн юлашки эрнинче иртекен форум çине.
2026 çулта Александрински театр 270 çул тултарать, апрельте Пысӑк театрӑн 250 çулхи юбилейне паллă тунăранпа та нумай вăхăт иртмен. РФ Театр деятелӗсен союзӗн 150 çулне, Тутарстанри профессиллӗ театр пуçланса кайнăранпа 120 çул çитнине те кăçал паллă тăватпăр. Фестиваль нацисен хӑйне евӗрлӗхне, йӑли-йӗркине тӗпе хурса Раççейри культура пӗрлӗхне кăтартать.
Фестивале июнӗн 22-мӗшӗнче «Мастеровые» Вырӑс драма театрӗнче уçăлать. Çав каçах Ту çи мари драма театрӗ 2026 çулхи сезон премьерипе, «Левша» трагифарспа паллаштарӗ.
Фестиваль программинче спектакльсем, мастер-классем, ăнăçлă менеджмент тренингӗсем, специалистсем валли лекцисемпе çавра сӗтелсем, çавӑн пекех куллен спектакльсене театр критикӗсемпе тишкерессине те программăна кӗртнӗ.
Наци театрӗсен фестивалӗ Раççейри наци культурисене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшас тата çӗршыври мӗнпур халӑхсен йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевлӗ федераци пӗлтерӗшлӗ проект. Вӑл Раççей халӑхӗсен пуян еткерлӗхне тӗпе хурса хӑйне евӗрлӗ культура йӑли-йӗркипе паллашма май парать.
Фестивале РФ Культура министерствипе ТР Культура министерстви тӗрев панипе Мускава социаллӑ тата культура аталанӑвӗ енӗпе пулӑшакан «Столица» фонд йӗркелет.
Сăнӳкерчӗксем фестиваль пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев