Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинче тилӗ çынсене çыртнă

инкек

Çырчаллинчи «Прибрежный» паркра тилӗ çынсем патне тухнă кăна мар, тапăннă та. Тăватă ачана çыртса пӗтернӗ вăл. Юн юхтарса тарма хăтланнă 16-ри хӗрачана хыççăн хăваласа кайнă. Иртен-çӳренсем васкавлă пулăшăва тата тискер чӗрчуна тытмашкăн парка специалистсене чӗнтернӗ. Телее, ачасен пурнăçӗ хăрушлăхра мар.

tatarstan24.tv сайт материалӗсем тăрăх 

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.


Нет комментариев