Çырчаллисем Уява ăсатнă
Уява пуçланă-тăк ăсатса та ямалла. Çырчаллисем йăла-йӗркене çирӗп тытса пурăнаççӗ, çавăнпа та акă июлӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кун, «Чӗкеç» халăх ансамбльне, «Путене» ача-пăча клубне çӳрекенсем, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Çырчаллинчи уйрăмӗн пайташӗсем хула çумӗнчи «Возрождение» сад обществинче пуçтарăннă та Уява ăсатнă.
Çырчалли хулинчи «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗ (ертӳçи Е.Л.Кондюкова) кашни çулах майăн 21-мӗшӗнче Уяв пуçлани пирки «Сувара» вулакансем питӗ аван пӗлеççӗ. Кăçал та çурхи Микула каç автохулара пурăнакан ентешӗмӗрсем кунти Çӗнтерӳ паркӗнче 34-мӗш хут Уяв пуçлани пирки хаçатăмăрта çырнăччӗ.
Уява пуçланă-тăк ăсатса та ямалла. Çырчаллисем йăла-йӗркене çирӗп тытса пурăнаççӗ, çавăнпа та акă июлӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кун, «Чӗкеç» халăх ансамбльне, «Путене» ача-пăча клубне çӳрекенсем, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Çырчаллинчи уйрăмӗн пайташӗсем хула çумӗнчи «Возрождение» сад обществинче пуçтарăннă та Уява ăсатнă.

Мӗншӗн-ха шăпах çакăнта пуçтарăннă? Кунта иккен «Чӗкеç» ансамбле нумай çул çӳрекен Зинаида Владимировна Николаева пурăнать. Вăл чӗннӗ те йăхташсене Питравра хăнана. Кунта Уява ăсатма вырăнӗ те ирӗклӗ, сывлăшӗ те уçă, хуçи те тарават.

Сăмах май, Зинаида Владимировна «Чӗкеç» ансамблӗн чи аслă юрăçисенчен пӗри. Çак сад обществинче унăн хăйӗн çурчӗ пур, лавкка та тытать маттур чăваш хӗрарăмӗ кунта. Хăй вăл Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ.
Чăвашсен уявӗ кунта пурăнакансене те интереслентерсе янă иккен. «Возрождение» сад обществин председателӗ малашне ăна тата анлăрах ирттерме сӗннӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Чӗкеç» ансамблӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев