Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Державин çуралнă кунне паллă тăвакансене чăваш халăх поэчӗ саламланă

Тутарстан Правительствин пуçарăвӗпе Державин ячӗллӗ премипе çулсерен паллă литераторсемпе юристсене чыслаççӗ

Лайăшра паян Гавриил Державин ячӗллӗ патшалăх премийӗн лауреачӗсене чыслаççӗ. Литературăри çитӗнӳсемшӗн ăна ачасен прозаикӗ Борис Вайнер илет, юриспруденци тӗлӗшӗпе çитӗнӳсем тунăшăн юридици ăслăлăхӗсен докторне Марина Ефремовăна наградăлӗç.

Борис Вайнер премине «Негде яблоку упасть!» юмахсен кӗнекишӗн тивӗçнӗ, Марина Ефремовăна «Информацилле хăрушсăрлăхăн право хӳтлӗхӗ» монографишӗн парӗç премине.  

Державин премине Тутарстан Правительстви пама пуçланă, ăна çыравçăсене, поэтсене, куçаруçăсене тата юристсене паллă литература произведенийӗсене çырнăшăн тата юриспруденци тӗлӗшӗпе наука тӗпчевӗсем ирттернӗшӗн параççӗ.

Тутарстанра паян паллă поэтăн тата патшалăх деятелӗн Гавриил Державинăн 277 çулне паллă тăваççӗ. Кăнтăрла хыççăн Хусанти Лядской садра классикăн палăкӗ умне чечек çыххисем хурас церемони иртет. Эпидемиологи лару-тăрăвне пула унта шутлă çын кăна хутшăнӗ. Аслă поэта сума суса ун палăкӗ патне ТР Правительствин представителӗсем, иртнӗ çулсенчи Державин премийӗн лауреачӗсем.

Йăла тăрăх, уяв Лайăш районӗнче, поэт çуралнă тăрăхра малалла тăсăлать. Хулан тӗп тӳремӗнче классик палăкӗ умне чечексем хурас тата Державин ячӗллӗ Республика премийӗн лауреачӗсен ячӗсене калас церемони иртет. Кăçалхи çӗнтерӳçӗсен ячӗсене ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тата юстици министрӗ Рустем Загидуллин калама тивӗç.

Уява хутшăнакансене онлайн-меслетпе Шупашкартан чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай та саламларӗ. Вăл Державинăн «Бог» одине чăвашла куçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев