Диета тытсан килограмсем хăвăрт чакӗç
Эрнелӗх гороскоп 01.11 – 07.11
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере эсир паллă çын – пурте сирӗн çинчен калаçӗç, хăвăра та итлӗç. Конкурса, ăмăртăва хутшăнни ăнать, çӗнтерме пултаратăр. Çыншăн илӗртӳллӗ пулатăр, уйрăмах хӗр, хӗрарăмсем. Укçа-тенкӗпе тăкăсрах, кредит тӳлекенсене пушшех те. Юратура савнин ашшӗ-амăшӗпе паллашма ăнăçлă вăхăт, туй туса пӗрлешме те.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пӗлӳпе тавракурăма ӳстерес килӗ. Студентсем çăмăллăн экзамен е зачет парӗç. Командировкăна, çулçӳреве кайни те ăнать. Мăшăрсен мирлешме аван тапхăр – вăрçăннă пулсан. Канмаллисенче концерта, фитнес-клуба кайни ăнăçлă. Юратура пӗчченнисем ӗлӗкхи савнине тӗл пулӗç, туйăмсем çӗнӗрен вăранма пултараççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере сывлăхпа тимлӗ пулăр, вирус инфекцине çаклатма пултаратăр. Шăнмалла мар, сывă пурнăç йӗркине тытса пырăр. Килти ӗçсене тăвăр, тухса ан çӳрӗр. Хăна йышăнма аван вăхăт. Пӗчченнисен социаллă статусӗ пысăк çынпа паллашма май пулӗ. Çак çыхăну нумай усă кӳрӗ. Анчах ăс-тăна ан çухатăр, хăвăра тирпейлӗ тытăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Харпăр пурнăç енчен кăткăс эрне. Юратнă çын патне туйăмсем сивӗнме пуçланине туятăр, час-час ӗлӗкхи савни аса килӗ. Анчах ку темле илӗртсен те хальхи çыхăнăва упраса хăварма тăрăшăр, вăхăтлăх туйăм хыççăн ан кайăр. Эрне вӗçӗнчех акă савнилле çӳрекенсем туй туса пӗрлешме шутлӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере уйрăмах активлă ӗçлес килӗ, юратнă ӗçпе тӗнче те ырă енне улшăннă пек туйăнӗ. Вăй-хал та çӳллӗ шайра. Ашшӗ-амăшӗпе пурăнакансен тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ, чӗрре ан кӗрӗр. Юратура вăрттăн хутшăнусем илӗртӗç. Эсир шанчăклă та кичем мăшăр е романтикăлла та шанчăксăр еркӗн хушшинче суйлав тăватăр. Шел, хăш-пӗри мăшăрне сутӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Активлă эрне: пухăнса кайнă тата халиччен сăмах вӗççӗн кăна çӳренӗ ӗçсене туса пăрахатăр. Хăш-пӗр çывăх çынпа хутшăнăва пăхса тухма тивӗ. Усăсăр, хирӗç каякан çынпа хуйхăрмасăрах сывпуллашма пултаратăр. Юратакансемшӗн ăнăçлă кунсем. Пӗчченнисен илемлӗ роман пуçланӗ, туйăмсем хӗрӳ пулӗç.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере финанс ыйтăвӗсене татса пама тивет, укçа çитсе пымӗ, пурин çинче те перекетлеме тивӗ. Çӳхелме шутланисене ăнать. Диета тытсан килограмсем хăвăрт чакӗç. Килти лару-тăру ырă пулӗ. Халиччен пӗрле е çумри уйрăмра ӗçленӗ çын тăрук килӗшме пуçлӗ. Ӗç вырăнӗнче юрату кирлӗ е çук – ăна хăвăр татса парăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак тапхăра хăвăр тата пурнăçри харпăр мисси çинчен шутласа ирттеретӗр. Юлташсемпе хутшăнма аван вăхăт. Пӗрле ăçта та пулин канма кайни усăллă. Ăнсăртран пулнă тӗлпулу шăпаллă пулма пултарать. Çавăнпа çул çинчи çынпа тимлӗ пулăр. Хăш-пӗрин патне ӗлӗкхи савнийӗ таврăнӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере профессире çитӗнӳ тăватăр. Хӗвел айӗнчи харпăр вырăна çирӗплететӗр. Аçăр-аннӗр те тӗрев парӗ. Финанс лару-тăрăвӗ те лайăхланать. Ӗмӗтленнине туянма пулӗ. Иммунитет хавшанипе чирлеме пултаратăр, тӗн практики вăй-хал пухма пулăшӗ. Çемьеллисен пуçӗ айккинчи вăрттăн юратупа çаврăнсах кайӗ. Анчах çак яка çул çине тăнин усси пур-ши? Мăшăрăра ан улталăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере хăш-пӗр çынпа хутшăнăва пăхса тухма тивӗ. Кирлӗ вăхăтра вăл хăйне пач кӗтменле тыткалани шухăшлаттарӗ. Пуçа ыраттаракан çыхăну кирлех-ши? Малашлăха план тума, ӗç стратегине палăртма ăнăçлă вăхăт. Харпăр имиджа улăштарни усă кӳрӗ. Туй тума, юратнине пӗлтерме, савнин ашшӗ-амăшӗпе паллашма аван кунсем.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Карьерăпа çыхăннă амбицисене пусармалла. Çула хупакан чăрмавсем пулӗç. Мӗншӗн çапла пулса пыни çинчен вăхăт илсе шутлани усăллăрах. Проблемăна урăхларах майпа татса пама тивӗ. Юратура ясар туйăмсем хуçаланӗç, уйрăмах пӗчченнисен. Вӗсем тӗрлӗ приключени шырӗç. Анчах ӗçре юратуллă çыхăну ан пуçлăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере пурнăçри хаклăхсем çинчен шутлатăр. Харпăр приоритетсен енӗпе иккӗленме тытăнатăр. Куç умӗнче пулса иртни те çапла шухăшлаттарӗ. Арлă-арăмлă, туслă хутшăнусене çирӗплетме, хăна йышăнма аван эрне. Юратури хутшăнусем çепӗçлӗхпе савăнтарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев