Дмитрий Самаренкин «Ёлка желаний» акцие хутшăннă
ТР Патшалăх Канашӗн XVII ларăвӗ вăхăтӗнче ТР ЧНКА Председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич Самаренкин Раççейӗпе иртекен «Ёлка желаний» акцие хутшăннă.
«Кăçал эпӗ Столбище ялӗнче пурăнакан ултă çулти Теонан ӗмӗтне пурнăçа кӗртме пулăшатăп. Вăл синтезатор çинчен ӗмӗтленет. Çывăх вăхăтра кӗтнӗ парне хуçи патне çитӗ, тӗнчере тепӗр пурнăçланнă ӗмӗт хушăнӗ», – пӗлтернӗ Дмитрий Анатольевич хăйӗн Телеграмм-каналӗнче.
«Ёлка желаний» акци нумай çул хушши çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ачасене пулăшупа тимлӗх илме май паракан пӗлтерӗшлӗ социаллă пуçару пулса тăрать. Унта общество тата политика ӗçченӗсем хутшăнни проекта тимлӗх уйăрма, ыттисене ырă ӗçсем тума хавхалантарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев