Хусанта «Добрая волна» ыркӑмӑллӑх конкурсӗн гала-концерчӗ иртрӗ
Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче Хусанти Атӑлҫи патшалӑх физкультура, спорт тата туризм университечӗн концерт залӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Ача-пӑча пултарулӑхӗн «Ырӑ хум» культурӑпа ыр кӑмӑллӑх фестивалӗн гала-концерчӗ иртрĕ. Конкурса хутшӑнакансемпе пӗр сцена ҫинче Раҫҫей сценин ҫӑлтӑрӗсем Алсу, Владимир Пресняков, Наталья Подольская, Akmal', Игорь Крутой тухрӗҫ. Гала-концерта НТВ телекомпани ертÿçи Вадим Такменевпа Олимпиада Тетерич ертсе пычĕç.
Фестивале йӗркелекенсем – Игорь Крутойӑн популярлӑ музыка Академийӗ тата Хусан мэрийӗ. Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ, Тутарстан Правительстви тата «Ырӑ Хусан» ыркӑмӑллӑха аталантарма пулӑшакан Фонд тĕрев панипе иртнĕ.
Гала-концертра «Ырӑ хум» конкурсӑн лауречӗсен чи лайӑх номерӗсене кӑтартрӗҫ, унӑн финал тапхӑрӗ Хусанта декабрӗн 1 – 3-мӗшӗсенче пулчĕ, ҫӗршыври тӗрлӗ регионти 100 ытла ачапа ҫамрӑк хутшӑнчĕ унта.
«Ырӑ хум» фестиваль 2017 ҫултанпа иртекен пысӑк мероприяти. Унăн йĕркелÿçисем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене, ҫавӑн пекех сывлăхĕпе хавшакраххисене пулӑшма тӗллев лартнӑ. Ӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин тата Раҫҫей халӑх артисчӗ, композитор Игорь Крутой пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кăçал иртекен улттăмĕш фестивале Раççейри регионсенчен 12 пин ача хутшӑннӑ. Конкурсантсем 2024 çул вĕçĕнчех тăван çĕрĕсенче суйлав турĕсене иртме пуçланă..
Раҫҫейӗн вунпӗр хули хутшăннă фестивале: Хусан, Новосибирск, Екатеринбург, Краснодар, Севастополь, Хабаровск, Санкт-Петербург, Мускав тата кăçал пĕрремĕш хут хутшăнакансем: Грозный, Донецк тата Луганск. Конкурса хутшӑнма 2000 ытла заявка килнӗ, ҫакӑ проектпа интересленнине, чапĕ анлӑ сарӑлнине кӑтартать. Фестивале хутшӑннăшăн конкурсантсем пачах та укçа тӳлемеççĕ. «Ырă хум» ҫамрӑк талантсене хӑйсен пултарулӑхне уҫса пама, регионсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетме май парать.
Регионти суйлав турӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ пур конкурсант та фестиваль финалӗнче хӑйсен хулисемпе, регионӗсемпе паллаштарнӑ. Финалăн пĕр тапхăрĕ декабрĕн 1-мӗшӗнче «Московский» Культура центрĕнче иртнӗ, унта 7-17 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Вӗсем тӑватӑ пултарулӑх енӗпе вылянӑ: вокал, музыка инструменчӗсемпе каласси, хореографи тата сцена искусстви (ҫав шутра илемлӗ сӑмах, апластика, акробатика, цирк искусстви, мода театрӗ тата ытти те). Фестиваль финалне хутшӑнакансене пурне те дипломсем, укҫан преми парса наградăланă. Укçа-тенке вĕсем хжйсен пултарулăхне малалалла аталантарнă çĕре тăкаклама пултараççĕ. 1-мӗш степеньлӗ лауреатсене 100 000 тенкӗ, 2-мӗш степеньлӗ лауреатсене - 80 000 тенкӗ; 3-мӗш степеньлӗ лауреатсене - 60 000 тенкӗ; фестиваль лауреачӗсене - 50 000 тенкӗ укçа парса хавхалантарнă..
Декабрĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ гала-концертра конкурс лауреачӗсен чи лайӑх номерӗсене кӑтартӗҫ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура пулӑмӗн пӗр пайӗ пулма тата хамӑра чӑн-чӑн ҫӑлтӑрсем пек туйма май пурри ӗҫшӗн паракан награда кӑна мар, «Ырӑ хум» фестивале хутшӑннӑ ҫамрӑк ҫынсен пултарулӑхне малалла аталантарма пысӑк хавхалану та.
Хӑнӑхнӑ йӑлапа «Ырӑ хум» фестивалӗн финалӗнче «Ӗмӗте пурнӑҫла» акци иртрĕ. Хӑйсен заявкинче «Манӑн ӗмӗт» йĕркене тултарнисенчен ултӑ ҫын фестивалӗн йӗркелӳ комитетӗнчен ятарлӑ парнене тивӗҫрĕ. Акцин тӗллевӗ – ҫамрӑк хутшӑнакансене хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама тата хӑйне евӗрлӗ талантсене аталантарма пулӑшасси тата хавхалантарасси.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев