Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Египет делегацийӗ Тутарстана регионăн экономикипе паллашас тӗллевпе килнӗ

Тутарстан предприятийӗсене Египета каякан экспорт таварӗсен ассортименчӗпе калăпăшне ӳстересси интереслентерет. Калас пулать, асăннă çӗршыв пиртен ытларах агротаварсем туянать. Çавсен шутӗнче ытларах тулă, тип çу.

Паян, февралӗн 4-мӗшӗнче Правительство Çуртӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Египет Араб Республикин делегацийӗпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттернине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.

Египет делегацийӗ Тутарстана регионăн экономикипе тата промышленность лару-тăрăвӗпе паллашас шутпа килнӗ. Çак тӗллевпе вӗсем тӗрлӗ предприятисене, производство площадкисене çитсе курнă. Ку хăйне май регионăн экономикăпа инновацилле потенциалне хаклама май панă.

Рустам Миннихановпа вӗсем малашнехи ӗçлӗ хутшăнусене сӳтсе явнă. Тутарстан предприятийӗсене Египета каякан экспорт таварӗсен ассортименчӗпе калăпăшне ӳстересси интереслентерет. Çав шутра машиностроенипе те. 2024 çулхи кăтартусемпе Египетпа Тутарстанăн тавар çаврăнăшӗ палăрмаллах ӳснӗ. Калас пулать, асăннă çӗршыв пиртен ытларах агротаварсем туянать. Çавсен шутӗнче ытларах тулă, тип çу.

Рустам Минниханов хăнасене çӗршывра «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗ ӗçленине, ăна хăй ертсе пынине те аса илтерчӗ. 2026 çулта Хусан ислам тӗнчин культура тӗп хули пулнине те каласа хăварчӗ. Ун хӳттинче кăçал нумай мероприяти иртмелле. Республика ертӳçи Египет представителӗсене вӗсене хутшăнма чӗнчӗ.

Тӗлпулу енсем малашне те регионсен ӗçлӗ çыхăнăвне Раççейпе Египетăн туслă хутшăнăвӗсене çирӗплетмешкӗн малалла аталантарма калаçса килӗшнипе вӗçленнӗ.   

Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru сайтран.      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ