Электронлă дневнике кӗме логинпа пароле класс ертӳçинчен ыйтмалла
Логинпа пароль илессипе çыхăннă ыйтусем пулсан (843) 5257099 хӗрӳ лини телефонӗпе шăнкăравламалла.
ТР Вӗрентӳпе наука министерствин адресӗпе шкулсенчен ашшӗ-амăшне электронлă вӗрентӗвӗн çӗнетнӗ системине кӗме логинпа пароль паманни пирки нумай çăхав килет, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерстви.
Логинпа пароле ашшӗ-амăшӗсем, маларах пӗлтернӗ пекех, шкулта илме пултараççӗ. Ăна класс ертӳçинчен е завучпа директортан ыйтмалла.
ТР Вӗрентӳпе наукам министерстви Вӗрентӳ управленийӗсене директорсем патне кирлӗ информацие çитерме хушу панă:
Логинсемпе парольсем январӗн 22-мӗшӗнчен директорпа класс ертӳçисен аллинче пулмалла;
Ачин логинӗпе парольне пама ыйтакан ашшӗ-амăшне вӗсене памалла;
Халь панă логин ача шкул пӗтеричченех вăйра пулать. Ача пӗр шкултан теприне куçсан та улшăнмасть вăл;
Ашшӗ-амăшне логинпа пароль пама ыйтса хушма заявлени çыртармалла мар.
Логинпа пароль илессипе çыхăннă ыйтусем пулсан (843) 5257099 хӗрӳ лини телефонӗпе шăнкăравламалла.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев