Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элметре «Нефть аслă шкулӗ» уçăлчӗ

Ӗнер, февралӗн 1-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ В.Путин видео çыхăну мелӗпе Элметри «Нефть аслă шкулӗн» наукăпа тӗпчев тата вӗрентӳ центрне уçнă. Церемоние çаплах ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа çӗнӗ вӗренӳ заведенийӗн ректорӗ Александр Дьяконов хутшăннă.

«Кунта аслă шкулпа отрасль наукине халех пӗр площадкăна пӗрлештернӗ. Производствăра практика иртсе вӗренмелли пулӗ вăл. Хамăрăн партнерпа заказчик пулăшнипе пирӗн центр 110 пин тăваткал метр йышăнать. 50 пин тăваткал метрӗнче икӗ вӗрентӳ лабораторийӗн корпусӗ вырнаçӗ, ку вăл тӗнче шайӗнчи çӗнӗ оборудованисемлӗ 60 лабораторипе 72 вренӳ аудиторийӗ тата 712 вырăнлă общежити, спорт центрӗ, пурăнмалли корпус», — паллаштарнă ректор çӗнӗ вӗренӳ заведенийӗпе. Унăн сăмахӗсемпе, проекта 26,5 миллиард тенкӗ инвестици хывнă.

Владимир Путин мероприятие хутшăннисене пурне те Тутарстанра, çӗршывăн ытти регионӗсенче çӗнӗ кампуссем уçăлнă ятпа саламланă май хальхи самана ыйтнине тивӗçтерекен çакнашкал кампуссем уçăлни çӗршывăн вӗрентӳ инфраструктурин аталанăвӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлине палăртнă. ( Церемонрирен тунă скриншот. «Татар-информ»).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество