Элметсем çумăр пăтти пӗçерчӗç
Ваттисемпе канашласа, хӑш кун пӗçермеллине палӑртса, çӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче кашни касра çумӑр пӑтти пӗçерчӗç.
Кашни урамӑн хӑйӗн асли, кӗлӗ вулаканӗ, пулчӗ. Турӑран ӑшӑ çумӑр, тӗнчере тӑнӑçлӑх ыйтрӗ ял-йыш. «Кӑвапа сӑмси» çине пӑттине хурса виçӗ хутчен вуланӑ хыççӑн шывпа юхтарса ячӗç.
Çакӑнта çамрӑксем те хутшӑнни пире питӗ савăнтарать. Вӗсем хамӑр йӑласене вӗренсе пырса малалла та сыхласа пырасса шанас килет.
(Людмила САВОСТЬЯНОВА. Элмет районӗ, Патраклă. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев