Ентешӗмӗре, Риналь Мухаметова, кӗçех çӗнӗ сериалта курăпăр
Пирӗн ентеш, Тутарстанри Алексеевское поселокӗнче çуралса ӳснӗ Риналь Мухаметов «Секреты семейной жизни» сериалта тӗп роле вылянă. Çак пултаруллă актера эпир нумай кинофильм тăрăх пӗлетпӗр.
Пирӗн ентеш, Тутарстанри Алексеевское поселокӗнче çуралса ӳснӗ Риналь Мухаметов «Секреты семейной жизни» сериалта тӗп роле вылянă. Çак пултаруллă актера эпир нумай кинофильм тăрăх пӗлетпӗр. Ăна лирикăлла геройсен те, кулăшла персонажсен те сăнарӗсем çăмăллăнах парăнаççӗ.
Риналь 33 çулта, Хусантан пурӗ те 100 çухрăмра çуралнă. Актер пултарулăхӗ ăна аслашшӗнчен куçнă теççӗ, вăл илемлӗ пултарулăх ăсти. Малтанласа Риналь Хусанти театр училищинче вӗреннӗ, кайран МХАТ студи-шкулне пӗтернӗ. Кӗске хушăрах актер историлле фильмсенче, фантастикăпа боевиксенче ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ. Федор Бондарчукăн картининче инопланетяна вылянă хыççăн вара ăна пӗтӗм Раçççей пӗлме пуçланă.
Сериалта вара унпа пӗрле Петр Скворцов, Алена Михайлова, Федор Лавров, Регина Тодоренко тата ытти паллă актерсем ӳкерӗннӗ. Сериалăн премьери октябрӗн 21-мӗшӗнче пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев