Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешне 90 пин тенкӗлӗх квадрокоптерпа раци туянса панă

Ентешӗмӗр хальхи вăхăтра тивӗçлӗ канура пулсан та ыркăмăллăх ӗçӗнчен пăрăнмасть. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать. Икӗ эрне каялла кăна-ха Чăваш Таяпи ялӗн каччине, Кирилл Ефимов лейтенанта, 78 пин тенкӗлӗх квадрокоптер, 10 пин тенкӗлӗх раци туянса панă. Парне ентешӗмӗр патне çитнӗ те ӗнтӗ.

Теччӗ хулипе районӗн хисеплӗ гражданинне, мецената, ырă кăмăллăхçа, Йӳккел чăвашне Николай Николаевич Сергеева çак кунсенче «Благотворитель года» республика конкурсӗн тепӗр дипломӗпе чысларӗç. Тутарстанра 2007 çултанпа иртекен конкурсăн 5-мӗш дипломӗ пулчӗ вăл унăн.

– Эпӗ пӗрремӗш ырă ӗçе 6-7-ре чухнех тунине астăватăп. Хамăр ялти Ентураев Миша тетесен пӗр ывăлӗ вăрçăран аманса таврăннăччӗ. Ялан тележкăпа утă туртатчӗç, çав ывăлӗ паттăрччӗ вӗсен, ăна варрине тăрататчӗç. Ураписене тикӗтлеме тикӗчӗ çукчӗ, эпӗ килти мӗнпур тикӗте кайса патăм. Атте хамăр урапана тикӗтлеме пуçларӗ те – тикӗт çук. «Ăçта тикӗт?» – тесе ыйтать. «Миша тетесене кайса патăм», – терӗм. Эх, çакланчӗ те ун чух мана аттерен, – йăл кулчӗ Николай Николаевич ачалăхне аса илсе. 

Николай Сергеев ыркăмăллăх ӗçне ӗмӗрӗпех хутшăнать тесен йăнăш мар, апла пулин те хальччен пӗтӗмпе миçе тенкӗлӗх пулăшу панине шутлама юратмасть. Ӗçӗсем вара сахал мар: Теччӗри Троица чиркӗвӗн тăррине юсанă, куполӗсене улăштарнă, çӗнӗ Крестовоздвиженски чиркӗвне туса лартнă, Камско-Устьински районӗнчи чиркӗвӗн строительстви валли, Пăвари Аслă Фролово чиркӗвне пăхса тăма укçа панă, районти, республикăри мероприятисене ирттерме те пулăшать. Чи курăмлисем кăна-ха кусем, çын пӗлменнисем мӗн чухлӗ тата?!

Çакăн пек пархатарлă ӗçсемшӗн вăл «Человек – золотое сердце» республика конкурсӗн лауреачӗ, «За вклад в наследие народов России» медале, Вырăс Православи чиркӗвӗн Даниил Московский  çветтуй кнеçӗн 3-мӗш степеньлӗ орденне, «Строительная слава» хисеп паллине илме тивӗçнӗ. 2008 çултанпа Теччӗ хулипе районӗн хисеплӗ гражданинӗ. 

Ентешӗмӗр хальхи вăхăтра тивӗçлӗ канура пулсан та ыркăмăллăх ӗçӗнчен пăрăнмасть. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать. Икӗ эрне каялла кăна-ха Чăваш Таяпи ялӗн каччине, Кирилл Ефимов лейтенанта, 78 пин тенкӗлӗх квадрокоптер, 10 пин тенкӗлӗх раци туянса панă. Парне ентешӗмӗр патне çитнӗ те ӗнтӗ. 

– Кирилăн ашшӗ Сергей шăнкăравларӗ те: «Николай Николаевич, ман ывăла квадрокоптер çав тери кирлӗ, мӗн тумалла-ши, пулăш-ха, хуть район пуçлăхӗ патне кайса кил», – тет. Атя илетпӗр, пăхатпăр терӗм. Апатпа тум енчен аван, техника вара çитмест тет унта. Çапла квадрокоптерсем пăхма тытăнтăмăр, 5 пинлӗххи те, 23 пинлӗххи те пур. Кирилпа хăйӗнпе канашлас терӗмӗр малтан. Мӗнле маркăллине туянмаллине çырса ячӗ. 12 километр радиусли кирлӗ иккен. 78 пин тенкӗ тăрать вăл, ун çумне тата 10 пин тенкӗлӗх раци те туянтăм. Парнесене ярса патăмăр ӗнтӗ, Кирилл илтӗм тесе шăнкăравланă. Теччӗсем пирӗннисем валли поход мунчи валли укçа пухрӗç, ун валли те 10 пин тенкӗ патăм. Май пур чух мӗншӗн пулăшас мар? Пӗтӗм НАТО пирӗнпе çапăçать вӗт? – терӗ ентешӗмӗр яланхилле сăпайлăн. Салтаксене малалла та пулăшас шутлă вăл, Çӗнӗ çул хыççăн тата квадрокоптерсем, рацисемпе каçхине курмалли хатӗрсем туянса ярассине каларӗ.

Николай Николаевич Сергеев декабрӗн 28-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Апла пулин те шухăшӗ  пӗрре те юбилей çинчен мар Теччӗ чăвашӗн, сывлăх пулсан малалла та ырă ӗçсем тăвасшăн. Çакăн пек саманара хӗрринче юлаймасть вăл, мӗншӗн тесен хăй те атте, апла-тăк, окопри ачасене пуринчен те лайăх ăнланать. Эпир хисеплӗ Николай Николаевича çавра çулпа тата «Благотворитель года» республика конкурсӗн черетлӗ дипломне тивӗçнӗ ятпа Тутарстанри мӗнпур чăваш ятӗнчен саламланă май, чăн малтан чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, телейлӗ кун-çул, ӗçӗсем малашне те хальхи пекех кал-кал пыма ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗксем К.Малышевăн тата Теччӗ районӗн пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество