Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Эпӗ астăватăп тата мăнаçланатăп»: Фарид Мухаметшин «Çӗнтерӳ диктантне» çырма хутшăннă

Иккӗмӗш тӗнче вăрçи вӗçленнӗ кун, сентябрӗн 3-мӗшӗнче Тутарстанра, ытти регионсенчи пекех, пӗтӗм Раççейри «Çӗнтерӳ диктанчӗ» иртнӗ.

Патриотла акцине пин ытла çын хутшăннă, вӗсен хушшинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та. ТР Халăхсен ассамблеин ертӳçи Хусанти Тăван Çӗршывăн аслă вăрçин музей-мемориалӗнче акцие хутшăнакансен пӗлӗвӗсене тӗрӗсленӗ.  ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ аса илтернӗ тăрăх, вăрçă çулӗсем çинчен астăвăма упраса хăварасси, салтаксемпе тылра ӗçлекенсен паттăрлăхне чыс тăвасси, истори тӗрӗслӗхне хӳтӗлесси, совет халăхӗ фашистла Германие çӗнтернин пӗлтерӗшне анлăлатасси – акцие хутшăнакан кашни çыннăн тивӗçӗ пулмалла.  

Диктанта ирттерме Тутарстанра 167 вырăн хатӗрленӗ. Çав шутра Суворов училищи, Хусанти юридици институтчӗ, ТР Çар комиссариачӗ, Хусанти тар завочӗ тата ӗç паттăрлăхӗпе çыхăннă ытти предприятисем. Вӗсемсӗр пуçне Çарăмсан районӗнчи чăваш тата тутар ялӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев