«Эпӗ чăвашла калаçатăп» акцие  хутшăнма васка!
Çӗнӗ хыпарсем

«Эпӗ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнма васка!

Чăваш чӗлхи кунне халалласа апрелӗн 3-мӗшӗнче пуçласа 30-мӗшӗчен Чăваш Ен «Эпӗ чăвашла калаçатăп» акци иртет. Ăна йӗркелекенсем – Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗпе Чăваш наци конгресӗ.

Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео  ӱкермелле те  #эпĕчăвашлакалаçтăп, #яговорюначувашскомязыке  хештегсемпе  «ВКонтактери» «Чăваш чӗлхи – чӗкеç чӗлхи», «Чăваш наци конгресӗ» ушкăнсенче е интернетри харпăр социаллă сетьсенче вырнаçтармалла. Роликсене палăртнă адрессемпе вырнаçтарсан кашни хутшăнакана сертификат параççӗ.


День родного языка чувашский язык

Нет комментариев