Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир çăмăл çулсем шырамастпăр

Сывлăш-десант çарӗн Кунӗнче Тутарстанри «çунатлă пехота» представителӗсем Хусанти Горький паркӗнче Çӗнтерӳ мемориалӗ умӗнче пухăннă.

Импровизациллӗ плацра строя тăрса тухса тӗрлӗ çулти арçынсем – ВДВ-ра хӗсмет иртнисем тата хальхи вăхăтри десантниксем – салтак маршӗпе Ӗмӗрхи çулăм патне çити утнă.

Горький паркӗнче 200 ытла çын пуçтарăннă, нумайăшӗ митинга çемйисемпе пӗрле килнӗ. Десантниксене ТР Ветерансен канашӗн председателӗн Александр Бородинăн саламлă çырăвне вуласа панă.

Юдинори çирӗм десантник Хусана 20 километрлă марш-бросок туса çуран çитнӗ. «Эпир çăмăл çулсем шырамастпăр» текен девизпа салтак аттине хывнисем те тытса пыраççӗ. Лартнă тӗллевсене пурнăçлама хăçан та хатӗр пулмалла.

«Раифский Витязь» кадет корпусӗнче вӗренекенсем çарти çапăçу приемӗсене, акробат трюкӗсене кăтартнă, хăма татăкӗсене тата çунакан кирпӗчсене те чăмăрпа çӗмӗрнӗ.

Юлашкинчен уява пухăннă десантниксем вилнӗ юлташӗсене асăнса Çӗнтерӳ мемориалӗ патне чечексем хурса пӗр минут шăп тăнă. Хӗçпăшаллă конфликтсенче пуçӗсене хунă юлташӗсене масарсене кайса асăннисем те сахал мар паян.
Пестрецынче паян ВДВ командующийӗ пулнă Василий Маргеловăн бюстне уçнă. Василий Маргелов
1954-1979 çулсенче Сывлăш-десант çарӗсен командующийӗ пулнă. Шăпах вăл ертсе пынă вăхăтра десантниксен тӗп йăлисем йӗркеленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев