Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир тӗрлӗ пулнинче пирӗн вӑй

Чӗмпӗрте паян И.Я.Яковлевӑн «Ӗненӗр Раççее, юратӑр ӑна, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ...» ятлӑ регионсем хушшинчи çавра сӗтел иртет.

Унта Ульяновск облаçӗнчи чӑвашсемсӗр пуçне Шупашкар, Самар, Хусан, Пелепей хулисенчен общество организацийӗсен представительсем, наука ӗçченӗсем хутшӑнаççӗ. Мускавран Чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн Председателӗ, Раççей Паттӑрӗ Николай Гаврилов килсе çитрӗ. 
Çавра сӗтел умӗн делегацисем И.Я.Яковлев палӑкӗ умне чечексем хучӗç, çутта кӑлараканӑн музей-хваттерне кӗрсе курчӗç. Педагогика ӗçченӗсен квалификацине ӳстерекен центрта иртнӗ пухӑва хутшӑнакансене Ульяновск облаçӗн Кӗпӗрнаттӑрӗн администрацийӗнчи нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусен управленийӗн пуçлӑхӗ Сергей Паховский саламларӗ. 

Хӑйӗн сӑмахӗнче Николай Гаврилов патриотизмла воспитани парассинче Иван Яковлевӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. 
"Эпир тӗрлӗ пулнинче пирӗн вӑй. Тӗрлӗ халӑх çыннисемпе эпир тӗрлӗрен яваплӑ задачӑна пурнӑçлама пултаратпӑр", - терӗ Николай Федорович.

Константин Малышев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева