Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрне шеп кăна иртсе каять

Эрнелӗх гороскоп 08.05 – 14.05

ТАКА 21.III-20.IV

Сирӗншӗн ку эрне кулленхи ӗçсемпе иртет:  тавлашса илетӗр, çемьере мӗн-тӗр пайлатăр, пӗчӗк япала туянса кăмăлăра çӗклетӗр тата ниме пӗлтермен паллашу пулать. Çак кунсенче диета тытма хушмаççӗ çăлтăрсем, çаплах халиччен çисе курман апат тутанса пăхассинчен те тытăнса тăрăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрне шеп кăна иртсе каять. Ӗçпе час-час тӗл пулакан çынсем сире тӗрев параççӗ. Çемьере, тусăрсемпе хутшăнусем ăшпиллӗ. Уявсем, юбилейсем тата туйсем ирттерме меллӗ вăхăт çак кунсем. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Ӗçре тахçантанпа пыракан хирӗçӳ çак кунсенче вӗçленет, бизнесменсем конкурента çӗнтереççӗ. Сирӗнтен чылайăшӗ укçана кирлӗ пек вырнаçтарса тупăш илет. Харкам пурнăçра эмоцисем хыççăн каймалла мар, уйрăмах юратупа çыхăннă астармăшсенчен тытăнса тăмалла. 

РАК 22.VI-22.VII 

Шалти сасса итлеменни çак эрнере такăнтарать – профессире те, юратура та. Халь сирӗн çынсемпе чӗрре кӗмелле мар, уйрăмах влаçрисемпе. Çак кунсенче вăхăтра шăпланма пӗлни  лайăх. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пурнăç опычӗпе пуян çынсемпе ытларах канашламалла, пулăшу ыйтмалла вӗсенчен. Çапла майпа йăнăш тăвасран сыхланса юлатăр. Хăш-пӗрин мăшăрӗ шанăçне тӳрре кăлармӗ, анчах пӗтӗмлетӳ тума  васкамалла мар. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Темӗнле ывăнсан та ку тапхăрта ӗçрен тарса çӳреме юрамасть, мӗншӗн тесен халь вăй хунишӗн тивӗçлипе тав тăвӗç. Калаçура асăрхануллă пулăр: пӗрер япшар чӗлхеллӗ, пăхма кăмăллă йӗксӗк сăмахпа хăйне кирлишӗн усă курӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Пуçлăхпа тавлашмасан ку эрне ăнăçлă иртет. Нумай пулмасть романтикăлла хутшăнусене кӗнисен савнă çыннин иртнине пӗлме тăрăшмалла. Юратнă çыннине тупма шырава тухнисен социаллă сетьсенче çеç мар, кулленхи пурнăçра унта-кунта тухса çӳремелле. Хăвăра лайăх енчен кăтартмалла.  

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Хуть мӗнле пуçару та çак кунсенче ăнăçлă, уйрăмах творчествăпа çыхăннă ӗçсенче çитӗнӳсем тăватăр. Ку таранччен хăвăрта талант пуррине асăрхаман-тăк, çак кунсенче тимлӗрех пулăр – тупатăрах. Çавăн пекех тупăш паракан хушма ӗç тупăнасси куçкӗрет. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Çак паллăпа çуралнисемшӗн пуриншӗн те ăнăçлă эрне. Уйрăмах финанс енчен. Анчах енчӗке кӗрекен тупăша тăкаклама ан васкăр, пысăк пайта кӳрекен ӗçе хывăр. Эгоизмран  (пур вăл сирӗн, пур, ан тунăр) хăтăлсан харкам хутшăнусенче савăкрах пулать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эсир питӗ хавхалануллă çак кунсенче, пурнăçра çитӗнӳ кӗтет. Юратнă çыннине манаймасан та халиччен юрату шыракансене çакă савăнтарать. Финанс лару-тăрăвӗ самай хумхантарӗ. Кӗтмен ăнсăртсене пула самай тăкакланма тӳр килет, ку таранччен пухнă укçана тустарма тивет. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Кăмăл хуçăлма сăлтав çук ку эрнере. Хăвăра тивӗçлипе хаклама пӗлменни  çеç ура хурать. Хăвăра шанманнине пула е экзамен ăнăçсăр паратăр, коллективра шухăшăра хӳтӗлейместӗр. Çăлтăрсем сывлăхăра тимлемеллине аса илтереççӗ, апата суйласа çимелле, мӗншӗн тесен халӗ вар-хырăм хавшакрах. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Нимӗн пирки те пăлханма-кулянма кирлӗ мар çак эрнере, ырă маррисем айккипе иртсе кайӗç. Апла пулин те сăмах ӗç çинчен пынă чух эмоцисем хыççăн кайса хăвăра хăвăр такăнтарасран асăрханăр. Пуçлăх каланинчен иртмелле мар çак кунсенче. Хăш-пӗрисен ӗçри хутшăнусем юратăва çаврăнас шанчăк пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев