Эрнелĕх гороскоп
ТАКА 21.III-20.IV Эрнипех хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туятăр. Ӗçӗр-хӗлӗр савăнтарать, малашне тата лайăхрах пуласса ӗненме шанăç пур. Кану çинчен те, сывлăхшăн кирлӗ профилактика мерисене вăхăтра ирттерме те ан манăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çулталăкăн пӗрремӗш эрни питӗ ӗçлӗ, усăллă иртет. Кунӗ-кунӗпе темӗн чухлӗ ӗç тума ӗлкӗретӗр, çав вăхăтрах пурнăçпа савăнма та вăхăт тупатăр. Çывăх çыннăрсене тимлӗр, чунăр ыйтнине тивӗçтерме тăрăшăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Тарăхмалли те, пăшăрханмалли те тупăнсах тăрать, анчах эсир тунсăх туйăмӗсене парăнмастăр, ума лартнă тӗллевсем патне малаллах талпăнатăр. Çӗнӗ кун чӗнӗвне йышăнма пӗлӗр, экспериментсенчен ан хăрăр.
РАК 22.VI-22.VII
Эсир халь хăвăра питӗ лăпкă, вăйпитти туятăр. Халиччен тунă çитӗнӳсемпе тивӗçлипех савăнма пултаратăр, анчах малашнехи ӗçсене те халех шутласа хума ӳркенместӗр. Çывăх çыннăрсемпе çепӗçрех, ачашрах пулăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрнипех хăвăра çӗнтерӳçӗ пек туятăр. Ӗçре те, килте те кирлӗ эсир — сирӗн пултарулăхăр, талантсем нихăçанхинчен ытла кирлӗ. Çавăнпа ӗçре те пысăк çитӗнӳсем тума ансат, килте те йăлт йӗркеллӗ. Анчах канса илме ан манăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Эрне интереслӗ тӗлпулусемпе пуян, çӗнӗ проектсем пуçлама шанăç пулать. Эсир çӗнӗ сферăран пӗлӳ илсе тавракурăмăра анлăлататăр. Çывăх çыннăрсем çинчен астусах тăрăр, вӗсемпе хутшăнма вăхăт тупăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак кунсенче эмоцисем пур енчен хупăрласа илнӗ тейӗн, темӗн пирки те хумханма, пăшăрханма тивет. Çăлтăрсем сире хăюллăрах пулма хушаççӗ, йышăну тума хăрамалла мар. Лару-тăрăва тӗрӗс хаклама пӗлни, интуици сире тӗрӗс утăмсем тума пулăшаççӗ.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Тунтикунран пуçласа вырсарникунчченех хыпкаланса чупкалама тивет, анчах хăрама кирлӗ мар, хăвăрăн çинетăраслăха пула кашни ыйтăва вăхăтра татса паратăр. Канма вăхăт тупăр, сывлăхăр çинчен ан манăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Ку эрнере сирӗн нумай ӗçлеме тивӗ, шăпа çакна ыррипе палăртӗ. Эсир пысӑк çитӗнӳсем туса ума лартнӑ тӗллеве пурнӑçлатӑр. Пурнăçа юратăр, унпа рехетленӗр. Канӑва çывӑх çыннӑрсемпе ирттерӗр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Вак-тӗвек ӗçсем, татса паман ыйтусем нумай пухăннă. Шăп çак кунсенче çине тăрса пӗтӗм ӗçе вӗçлетӗр. Сывлăхăр хавшасран профилактика мерисем йышăнăр. Канăва пӗлсе йӗркелени вăй-хăват хушӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Халь пурнăçлама шутланă ӗçсем нумай сирӗн. Çывăх вăхăтрах ӗмӗтӗрсене пурнăçласа пысăк çитӗнӳсем тума май пулать. Юратнă çыннăрсемпе, юлташăрсемпе тӗл пулни кăмăлăра уçӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ку эрнере сирӗн интереслӗ тӗлпулусем чылай пулаççӗ. Питӗ нумай çынпа хутшăнма тӳр килни пӗлӳ хушать, опыт пулать. Анчах харкам пурнăç çинчен те манма хушмаççӗ çăлтăрсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев