Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Сирӗн паллă хуçи Марс каялла чакма тытăнать (ретроградлă Марс). Маларах пуçланӑ ӗçсене вӗçлеме лайăх, анчах вӑй хумалли çӗнӗ проектсене февраль вӗçӗнче çеç пуçӑнмалла. Унсӑр пуçне спортпа туслашни, театра, кинона çӳрени аван.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Романтика тӗлӗшӗнчен мал ӗмӗтлӗ эрне. Халь пуçланнă хутшӑнусем çӗнӗ çулччен вӗçленмесен питӗ çирӗп çыхăнăва куçӗç. Финанс ыйтăвӗсенче халиччен хăнăхнă йӗркерен пăрăнмалла.  Канмалли кунсенче вӑйран кайиччен спортпа ан аппаланăр, экстримпа ан теветкелленӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ытлашши пысӑк амбицисем, йышӑну тума васкани – йӑнӑшасса.  Кулленхи тӗллевсене ытларах тимлӗх уйӑрмалла. Илӗртӳллӗ сӗнӳсене ан йышăнăр, пурпӗрех пурнăçланмӗç вӗсем. Сирӗншӗн чи лайӑх кун — эрнекун.

РАК 22.VI – 22.VII 

Ӳсекен Уйӑх пысӑк çитӗнӳсем тума чӗнет, анчах вăхăчӗ меллӗ мар.  Харăсах икӗ планета – Меркурипе Марс рет­роградлă. Эрнен пӗрремӗш çурринче алă-урана тăлланăн туятăр, хăвăра питӗ кирлӗ ӗçсене кӗçнерникунтан малтан ан пуçăнăр.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Эрнипех дисциплинăна çирӗп пă­хă­нăр, чӑтӑмлӑрах пулăр. Сирӗн паллӑн хуçи Хӗвел халь Юпитерпа «хирӗçет», амбицисене ирӗке ярать. Çавăнпах эсир влаçри çынсене хăмсаратăр. Сатурн хăйӗн чăтăмлăхӗпе йывăрлăхран тухма пулăшать.  

ХӖР 23.VIII – 22.IX

Эрне хӗрӳ иртет. Çӑмӑлах пулмӗ, анчах сирӗн вăй-хăват иксӗлми. Эсир тӳсӗмлӗ пулсан, кашни утӑма тӗплӗн шухӑшласа тусан чăрмавсене çăмăллăнах çӗнтеретӗр. Халь пӗчӗк проектсемпе ӗçлени вырăнлă, сумлă çынсен пулăшăвӗ кӗске вăхăта çеç пулӗ.  

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Хаваслă, пултарулăхăра аталантарма ăнăçлă эрне. Юратнă çынпа романтикăлла туйăмсем малалла аталанаççӗ. Халиччен хăнăхнă йăласенчен пăрăнни ытларах укçа-тенкӗ ӗçлесе илме парать. Çак кунсенче хуть ăçта та çитӗнӳ тума май пур, ăçтине хăвăр суйлăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Чăннипех хӗрӳ эрне пулаççӗ пирӗншӗн çак кунсем. Эсир пăрчкан пек, ывăна пӗлмесӗр ӗç тăватăр – хобби пирки-и сăмах, кил-çурта пырса тивет-и е ӗç çинчен – пур çӗрте те эсир вăйран тăрăшатăр. Çăлтăрсем сире эмоцисене асăрхасах тăма хушаççӗ – кăшт ăнăçмасанах хуçăлса ӳкмелле кулянатăр, шанăçа çухататăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Официаллӑ вырăнсене çырма, кайма сӗнмеççӗ çăлтăрсем: е ыйтăвăрсене вăрахчен татса парӗç, е тӳрех хирӗçлӗç. Халь сирӗн кулленхи ӗçе пурнăçламалла. Маларах пуçласа айккине хăварнă проектсем патне таврăнни аван. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере сире пӗрре мар канашçă, аслă наставник е  третейски судья  (арбитр) пек пулма тивет. Питӗ çивӗч те пӑтрашуллӑ ыйтусенче сирӗнтен пулăшу ыйтӗç, шанăçа тӳрре кăларма тăрăшăр. Хăвăршăн пӗлтерӗшлӗ ӗçсене эрне варринче ăнăçлăн пурнăçлама май пур. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Меркурий ретроградлă чух хаклӑ япала туянма сӗнмеççӗ пулин те, çи-пуç, эреш, косметика тата парфюмери лавккисене кӗни усăллă. Енчӗкӗршӗн те тăкакӗ пысăках пулмӗ. Ку эрнере  хăвăрăн илемшӗн тăкакланнине çăлтăрсем ырлаççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Юратакансемшӗн эрне лайӑх кӑна мар, питӗ лайӑх. Романтика хутшӑнӑвӗсенче пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланма, килӗшӳлӗхре пурăнма шантарать. Анчах çакна асăрхаттарни те вырăнлă: халь ытлашши сисӗмлӗ, эмоцисемпе пуян пулнипе йăнăш тума пултаратăр. «Çиччӗ виç те пӗрре кас», – тенине ан манăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп