Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп 31.10 – 06.11

Эрнелӗх гороскоп 31.10 – 06.11

 

 

ТАКА 21.III-20.IV

Тӗрлӗ ӗçсемпе пуян эрне. Çăлтăрсем тапхăрăн пӗрремӗш çурринче çула тухма хушмаççӗ. Вӗренӳ те йăмшакрах пулать. Теветкелленес кăмăл ӳсет. Экстремаллă спортпа аппаланма пуçлатăр е урăхла майпа кăмăлăра тивӗçтеретӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче мăшăрăрпа шухăшăрсем час-час пӗр килмӗç, ан тавлашăр.

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрнен пӗрремӗш кунӗсем мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланнипе асра юлӗç. Çемье çавăрма ӗлкӗрейменнисен юлташӗсемпе тавлашусем сиксе тухаççӗ. Çавăнпа çăлтăрсем сире ку тапхăрта тусăрсемпе тӗл пулма тăхтама ыйтаççӗ. Ăнсăртран каланă сăмах çынна хытах кӳрентерме пултарать.  

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Тапхăр пуçлансанах сывлăха çирӗплетме ирттернӗ процедурăсем усăллă пулаççӗ. Витаминсем ӗçни, çан-çурăма пиçӗхтерни иммунитета пулăшать. Çавăн пекех сиенлӗ йăласемпе сывпуллашма, кун йӗркине çӗнетме лайăх вăхăт. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем уçăмлă мар. 

 

РАК 22.VI-22.VII

Эрне пуçламăшӗнчи лару-тăру стресс кӳрет, уйрăмах ӗçре. Çав вăхăтрах çемьере, юратура ырă хутшăнусем савăнтараççӗ. Ку эрнере çăлтăрсем сире вăхăта хăнара, концертсемпе театрсене тухса ирттерме сӗнеççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьеллисен ачисемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Çемьере те, кил-çуртăрта та йӗрке тума лайăх вăхăт – эрне пуçламăшӗ. Тӗпрен тирпей-илем кӗртме те меллӗ вăхăт – пӗтӗм çемье çак пысăк ӗçе хаваспа кӳлӗнӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче таврари çынсемпе – çав шутра çывăх çыннăрсемпе те хутшăнусем йывăрланаççӗ.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Çынсемпе калаçни çулçӳревсенче сире çак эрнере нумай савăнăç кӳрӗ.  Çемьере пӗр-пӗрне ăнланма пăрахни куçкӗрет. Эрнен иккӗмӗш çурринче тăруках укçа çитменнипе пăшăрханатăр. Хаклă парнесем, ача валли теттесем туянма кирлӗ мар çакăн пек чух. 

 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Эрне пурлăхпа çыхăннă лару-тăру лайăхланнипе пуçланать. Халь туянакан хуçалăх техники тахçанччен тӗрӗс-тӗкел ӗçлӗ. Ку эрнере сывлăх çине тимлӗх уйăрмалла – шăнса пăсăлас хăрушлăх пур. Эрнен иккӗмӗш çурринче юратнă çыннăрпа хутшăнусем япăхаççӗ.  

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Ытларах кӗнеке вулама, çынсемпе хутшăнма, вӗренӳ çине тимлӗх уйăрма хушаççӗ çăлтăрсем. Шăп çак эрнере укçа-тенкӗ çитсе пыманнине асăрхатăр. Парнесем туяннă чух сахалрах тăкакланмаллине пӗлтерет ку. Эрнен иккӗмӗш çурринче электроприборсемпе асăрхануллă пулмалла. 

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Халь ăс-хакăлăра ӳстерме ырă вăхăт. Хӗвелтухăç культурипе çывăхрах паллашма май пулать. Çемьере çывăх çынсене вăйпа ырă тума тăрăшмалла мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче е юлташăрсемпе хирӗçетӗр, е юратнă çыннăрпа килӗштерейместӗр. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Эрнен пӗрремӗш çурринче тахçантанпа ӗмӗтленни пурнăçланать. Çывăх çынсем, хăвăрпа пӗр шухăшлисем çак кунсенче ырă кӗтменлӗхсемпе савăнтараççӗ. Çăлтăрсем урамра паллашма та, сахал пӗлекен çынсемпе чуна уçса калаçма та хушмаççӗ халь. Элекçӗсенчен пăрăнса çӳрӗр. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Тунтикунранах тӗллевлӗ, çирӗп кăмăллă пулăр. Çапла çеç шутланине пурнăçлаятăр. Шăпа халь сирӗн çине пысăк яваплăх тиет, çавăн пекех пысăк шанăç парать. Çивӗч ыйтусене татса пама пӗр-пӗр сумлă çын пулăшать. Юлташăрсене кивçен пама та, парăма кӗме те меллӗ вăхăт мар – хирӗçсе кайма пултаратăр. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Çынсемпе хутшăнасси ӳсет – интернетра та, телефонпа та. Çавăн пекех вӗренӳре те, çулçӳревре те ăнăçу кӗтет сире. Юридици ыйтăвӗсене çăмăллăнах татса паратăр. Çăлтăрсем сире юхăма май ишме хушаççӗ, таврари лару-тăрăва хутшăнмалла мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче парăма кӗрессинчен тытăнса тăрăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп