Эсӗ плащ пӗркенсе тух!
Çӗнӗ хыпарсем

Эсӗ плащ пӗркенсе тух!

Анекдотсем

Тулли автобуса карчăк кӗрет, икӗ ларса пыракан хӗрсене хирӗç тăрать. Тăрса пырать, чӗнмест. Юнашар ларакан çулсенчи арçын чăтса тăраймасть, калать:

  • Хӗрсем, мӗнле намăс мар сире?! Ватă çынна вырăн парăр ӗнтӗ!

Пӗр хӗрачи хăйне питӗ ăслă тесе шутлать пулмалла, хуравлать:

  • А, тен, эпӗ ача çуратма хатӗрленетӗп-тӗр?
  • Эсӗ ача çуратаймастăн!
  • Мӗншӗн тата?!
  • Крокодилсем çăмарта тăваççӗ.

***

Маршруткăна карчăк кӗрет, унăн сумкинчен мӗн-тӗр тухса ӳкет. Водитель шӳтлет:

– Мӗн ӳкет – çав веç манăн.

Карчăк хуравлать:

  • Эсӗ, атя, кай майпен кăна, ату эпӗ те ӳкӗп те, веçех санăн пулса тăрăп.

***

  • Кӳршӗ, манăн кушак сан йыттуна вӗлерчӗ.
  • Мӗнле вӗлертӗр, вăл вӗт овчарка?!
  • Пырне ларса...

***

Брежнев юлташлă çӗршывсенчен пӗрне килсе çитнӗ ятпа орудисенчен салют параççӗ тет. Иккӗмӗш хут пенӗ хыççăн пӗр карчăк йӗрке хуралçинчен ыйтать:
– Мӗншӗн тупăпа переççӗ?

– Брежнев килнӗ.

– Мӗн, пӗрре персе лектереймен-им?

​ ***

Наркоман автобуса пӗр ватă карчăк çумне килсе ларать.

– Пӗлетни, ачам, эсӗ вӗт тӳрех тамăка лекетӗн, – тет кăна ватă çын. Наркоман тӳрех сиксе тăрать те автобус водителӗ патне чупса пырса калать:

– Тархасшăн, чарăнăр, кăларăр мана, эпӗ ку автобуса лармалла марччӗ!!!

***

Икӗ кинеми поездра пыраççӗ. Калаçса каяççӗ хайхи.

  • Эсир ăçталла çул тытатăр?
  • Ӗпхӗве каяп.
  • Эпӗ Ӗпхӳрен таврăнатăп.

***
Следователь вăрăран ыйтать:

– Ну, арчине çӗмӗрнӗ, юрӗ. Карчăкне мӗншӗн вӗлертӗр? Вăл вӗт юнашар пӳлӗмре çывăрса выртнă, хăлхи илтмен унăн, куçӗ курман... Эсӗ вӗт çакăн çинчен вăрлама кӗриччен пӗлнӗ.
– Пӗлнӗ. Анчах хупă арча çине хут çыпăçтарнăччӗ. Ун çине «Эпӗ вилнӗ хыççăн уçмалла» тесе çырнăнччӗ. Эп вӗт вулама пӗлеп!

***

Пăянамăшӗ кинне калать:
– Çитет ӗнтӗ интернетра ларса, ав тухса йăрансене шăвар хăть.
– Урамра вӗт çапса çумăр çăвать!
– Эсӗ плащ пӗркенсе тух! 


Нет комментариев