Ешӗлвар — Ӗç паттăрлăхӗн хули
Рустам Минниханов: «Ешӗлвар хулине «Ӗç паттăрлăхӗн хули» ят пани — пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ»
Рустам Минниханов: «Ешӗлвар хулине «Ӗç паттăрлăхӗн хули» ят пани — пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ»
Çакăн çинчен республика ертӳçи ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура каланă.
Аса илтеретпӗр, Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путинăн 2025 çулхи январӗн 15 мӗшӗнче тухнă Указӗпе «Ӗç паттăрлăхӗн хули» хисеплӗ ята панă çичӗ хуларан пӗри Ешӗлвар пулчӗ.
«Ешӗлварăн ӗçри паттăрлăхне пысăка хурса хакланă. Тăван Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗнче çакă уйрăмах пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Рустам Минниханов.
Район администрацине тата Тутартан Правительствине Ешӗлварта çак сумлă ята çирӗплетсе асăнмалăх стела лартма сӗннӗ.
ТР Раисӗ «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Оборона министертвин пуçарăвне ырласа фронтовиксене пурне те «Хисеплӗ гражданин» ята пама килӗшнӗ.
Тутарстанра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 150 ветеранӗ пурăнать. Рустам Нургалиевич муниципаллă йӗркеленӳсен тата хула округӗсен пуçлăхӗсене çывăх вăхăтрах представительлӗ органсен ларăвӗсенче «Хисеплӗ гражданин» хисеплӗ ята парасси çинчен йышăну тума хушнă.
«Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче фронтовиксене, вӗсен тăлăх арăмӗсене, ачаллах концлагерьте пулнисене пӗр хутчен 80-шар пин тенкӗ, тылра ӗçленисене тата ытти категорири граждансене 55-шер пин тенкӗ укçа пама йышăннă.
Рустам Минниханов республикăри йӗркелӳ комитетне вырăнти хăйтытăмлăх ертӳçисемпе пӗрле Аслă Çӗнтерӳ 80 тултарнине халалланă мероприятисене çӳллӗ шайра йӗркелессипе лару хатӗрлесе ирттерме хушнă.
Сăнӳкерчӗк В.Васильевăн («Татар-информ»ИА).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев