Ешӗлвар хулинче Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 100 балл пухнă ачасене 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлвар хулинче Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 100 балл пухнă ачасене 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗç

Ешӗлвар хулинче Пӗрлехи патшалăх экзаменне тытса 100 бал пухнă шкул ачисене кăçал 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗç.

Çакăн пирки хула мэрӗ Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.

Ачасене хавхалантармалли программăна ешӗлварсем «Çӗр балл – çӗр пин» тесе ят панă.

«Ку хавхалантару мелӗ çӗнӗ вӗренӳ çулне пуçлама абитуриентсемшӗн лайăх пулăшу пулӗ тесе шутлатăп», – тенӗ Михаил Афанасьев.

Маларахри çулсенче Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 100 балл пухнă ачасене 30 пин тенкӗ парса хавхалантарнă. Кăçалтан вара тӳлеве виçӗ хут ытла ӳстернӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


Образование

Нет комментариев