Тутарстанри чăваш пачăшки Украинăра пастырь тивӗçӗсене пурнăçланă вăхăтра вилнӗ
Анатолий Атте Ешӗлвар районӗнчи Исаковора Богоявленски храмӗнче служит тунă пулнă
Хăй вăл Красноармейски районӗнчи Мăн Супар (Албахтино) ялӗнче 1977 çулта çуралнă. Канаша тракториста вӗренсе тухсан Севастопольте тинӗс пехотинче хӗсметре тăнă. 1998 çулта Параскева Пятница чиркӗвӗн настоятелӗ Михаил Атте чӗннипе Хусана храма çӗклеме килет, унтах тиек пулса ӗçлет. 2003 çулта ăна Ешӗлвар районӗнчи Исаково ялӗнчи Богоявленски храмӗн настоятельне лартаççӗ. 2021 çулта Хусан епархийӗнчи казачествăпа ӗçлекен уйрăмăн председателӗн пулăшаканӗ тăваççӗ. Çав çултанах Анатолий Атте Нижние Вязовые поселокӗнчи 5-мӗш колонире ларакансем патне чиркӳ ӗçӗсемпе çӳреме тытăнать. 2022 çулхи февраль уйăхӗнче вăл тата Тури Услон районӗнчи Тихий Плес ялӗнче харам настоятелӗ те пулса тăрать.
Павослави çамрăкӗсемпе калаçу йӗркелесси, радиопередачăсене хутшăнасси те «пакунлă пачăшкăн» йăлине кӗрсе пынă. Анатолий Атте спецназ приемӗсене те вӗрентнӗ ачасене. Хăйӗн те 4 ача пулнă: асли 20-ре, кӗçӗнни 6-ра...
Священника Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе ӗçлеме янă. Вăл Тутарстан доброволецӗсен «Алга» батальонӗн шутӗнче пулнă. Хăй ӗçне хӗсметре пулнă пачăшкă тивӗçлӗ туса пынă. Анчах та унта, çынсем каланă тăрăх, вăл минăпа сирпӗнсе вилнӗ.
Священника Исаковора хăй ӗçленӗ Богоявленски храмӗнче юлашки çула ăсатнă. Митрополит Кирилл литургире хăй кӗлӗ вуланă. Тутарстан ертӳçисенчен пытарнă çӗрте ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов пулнă тата Ешӗлвар районӗн пуçлăхӗ Михаил Афанасьев.
Сăнӳкерчӗксем tatmitropolia.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев