Exit-pool социаллӑ тӗпчев кӑтартӑвӗсемпе Рустам Минниханов чи нумай сасӑ пухнӑ
ТР Раисӗн кандидачӗсемшӗн ҫапларах сасӑланӑ: Рустам Миннихановшӑн - 89,1%; Хафиз Миргалимовшӑн - 4,5%; Виталий Смирновшӑн - 1,5%; Руслан Юсуповшӑн - 3,9%. Бюллетеньсен 1% юрӑхлӑ мар тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Паян Тутарстанра иртнӗ суйлавра Exit-pool социаллӑ тӗпчев ирттернӗ. Урӑхла каласан, вӑл суйлав участокӗсенчен тухакан суйлавҫӑсенчен ыйтса пӗлни. Кун пирки Хусанти патшалӑх университечӗн Социаллӑ-философи наукисен тата массӑлла коммуникацисен институчӗн директорӗ Мария Ефлова журналистсене «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗ.
Тӗпчеве 17 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутран 60% кӑна ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Мария Юрьевна Ефлова каланӑ тӑрӑх, тӗпчев кӑтартӑвӗсемпе паян суйлавҫӑсенчен 79,81 проценчӗ суйлава хутшӑнса сасӑланӑ. ТР Раисӗн кандидачӗсемшӗн ҫапларах сасӑланӑ:
Рустам Миннихановшӑн - 89,1%;
Хафиз Миргалимовшӑн - 4,5%;
Виталий Смирновшӑн - 1,5%;
Руслан Юсуповшӑн - 3,9%.
Бюллетеньсен 1% юрӑхлӑ мар тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев