Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 15-мӗшӗнче Хусанти Юдино поселокӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗсен вырăнти ларăвӗ иртрӗ

Хусанти Юдино поселокӗнче февралӗн 4-мӗшӗнче уçăлнă çула çитменнисен «Юлдаш» клубӗнче иртнӗ юнкун ТР Патшалăх Канашӗн социаллă политикипе комитечӗн вырăнти ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Раисӗн пулăшуçи, РФ «Малтисен юхăмӗ» ача-пăчапа çамрăксен юхăмӗн республикăри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Джавдетович Сулейманов хутшăнчӗ. Ларăва çавăн пекех ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Алла Кондратьева, ТР Вӗрентӳ тата наука министерствин ачасен хушма вӗрентӗвӗн уйрăм пуçлăхӗ Айгуль Кашапова, Хусан муниципаллă йӗркеленӳ Ӗçтăвкомӗн Ача-пăча тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн председателӗ Алия Загидуллина хутшăнчӗç. Тӗпрен илсен вӗсем çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе ирттерекен ӗçсем çинчен каласа пачӗç.

Анчах чи малтанах хăнасем, депутатсем «Юлдаш» клубпа паллашрӗç. Ун çинчен тата хулари çакнашкал ытти учрежденисем çинчен «Подросток» муниципаллă бюджетлă учреждени директорӗ Екатерина Игоревна Согрина каласа пачӗ. Икӗ хутлă самай анлă клубра – 1000 тăваткал метртан иртет лаптăкӗ – спорт тӗсӗсемпе аппаланма та, творчество пултарулăхне аталантарма та май пур. 300 ытла çын пӗрмай çӳрет «Юлдаша», ятарлă мероприятисене ытларах та пуçтарăнать. 14 – 35 çулсенчи çамрăксем çакăн пек клубсен тӗллевлӗ аудиторийӗ, вӗсемшӗн спортпа пиçӗхесси те, творчествăна аталантарас текенсемшӗн те тӳлевсӗр занятисем. Паллах, ытти çулсенчисемшӗн те клуб алăкӗсем уçă, хăш-пӗр занятисем вӗсемшӗн те тӳлевсӗр пулӗç. Çаплах хулара çывăх вăхăтрах «Шанчăк» психологи центрӗпе пӗрле çула çитменнисем валли виçӗ клуб уçăласси пирки каласа пачӗ Екатерина Согрина. 

Депутатсен ларăвӗ чи малтанах çамрăксене патриотла воспитани парас ыйтăва çӗклерӗ. Пӗлтӗр ача-пăчапа çамрăксен вăй-хăватне йӗркелессипе ӗçлекен юхăм туса хучӗç, – «Малтисен юхăмӗ». Унăн ертӳçи Тимур Джавдетович Сулейманов, юхăмăн ӗç тытăмӗ çинчен каласа пачӗ. Виçӗ проектран тăрать теме пулать ăна: экстремаллă спорт (Тутарстанăн çакăн тӗслӗхӗ пур та ӗнтӗ, «Урам» экстрим-парк çак спорт тӗсне кăмăллакансене пухса малалла аталанма интереслентернине пӗлетпӗр); кибер спорт (тен, çакна хирӗçлекенсем те пулӗç, уйрăмах аслăрах çулсенчисем – çамрăк хул-çурăмне пиçӗхтерес вырăнне компьютер умӗнче ларать-çке, ку вара сиенлӗ те). Апла пулин те Тимур Джавдетович çак проекта малалла аталантармаллах тесе шутлать, мӗншӗн тесен çапла майпа коммуникаци çыхăнăвне аталантарма май пулать, çамрăк ушкăнпа  (халӗ кибер спортпа интересленекенсем чылайăн) хутшăнусене çухатасран асăрханмалла. Тата тепӗр проекчӗ çула çитменнисемпе ӗçлекен подразделенин учетӗнче тăракансемпе çыхăннă. Вӗсене тӗрӗс пурнăç йӗркине тытса пыма пулăшмалла, тӳрленме шанăç памалла. Паллах, сывлăхпа хавшакраххисене çӳлерех асăннă кашни проекта хутшăнма ирӗк парасси пирки те каларӗ Тимур Сулейманов. Çулӗсемпе «Малтисен юхăмне» кӗрекен çамрăксене те асăнчӗ вăл: 4 çултан пуçласа (çапла-çапла, садике çӳрекенсенчен) колледжсенче вӗренекенсем таранччен. Залра ларакансем аслă пӗлӳ илекен студентсем çинчен те аса илтерме пăхрӗç, анчах вӗсене никам та манман иккен. «Малтисен юхăмне» кӗрекен çамрăксен наставникӗ пулма тивӗç вӗсем.  

«Малтисен юхăмӗн» ертӳçи Тутарстанра халиччен те ача-пăчана патриотла воспитани парассипе, çамрăксен гражданла позицине çирӗплетессипе ӗçлекен ушкăнсем пулнине аса илчӗ. Тутарстанра пӗтӗмпе 75 ушкăн çак линие илсе пынă. Вӗсенчен уйрăмах паллисене аса илчӗ: «Сэлэт», «Форпост», «Буревестник» физкультурăпа спорт обществи, «Созвездие-Йолдызлык» тата ыттисем. «Малтисен юхăмӗ» çаксене пӗрлештерсе тăрасси пирки палăртрӗ.

Спикерсем ача-пăчапа, çамрăксемпе илсе пыракан ӗçсем çинчен, 2023 çулта тума палăртнă мероприятсем çинчен каласа пачӗç. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Ильдар Мухаметзянов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев