Фольклориада парачӗ – чи илемли, кăсăкли, савăнăç кӳрекенни
Июнӗн 24 – 27-мӗшӗсенче Ӗпхӳре III Пӗтӗм Раççейри ачасен Фольклориади иртет
Çӗршывăн 78 регионӗнчен 10 – 18 çулсенчи путаруллă çамрăксем – халăх юррин, халăх ташшин ăстисем, халăх музыка инструменчӗсемпе калакансем – 1200 ытла пуçтарăннă Пушкăртстанăн тӗп хулине. Ку пысăк пулăма кăçал Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халланă.
Астăватпăр ӗнтӗ, пӗрремӗш хут ачасен Фольклориади 2022 çулта Шупашкарта иртрӗ. Аслисен «Родники России»Пӗтӗм Раççейри фольклор фестивалӗ пекех, наци тумӗ тăхăннă ачасем савăнăçлăн Шупашкарăн тӗп урамӗпе утса тухрӗç. Шăрăх çанталăк та кăмăлӗсене пăсаймарӗ ун чух. Фестиваль çул сиктерсе иртет, 2024 çулта Хусан йышăнче Раççейӗн пултаруллă пуласлăхне. Тӗрлӗ тӗслӗ наци тумӗсене тăхăннă ачасем Кремльтен тухса Çӗр ӗçлекенсен керменӗ умне туса лартнă сцена патне çити утрӗç – вăрăма тăсăлнă процесси айккинчен пăхсан анлă юханшыва аса илтерчӗ. Çул çинче кашн коллектив хăйӗн репертуарӗнчи юрăсене шăрантарчӗ, баян, тăмра, шăхлич сассисем илемлӗ кӗвӗсем шăрантарчӗç. Мӗнле чӗлхепе кăна юрламарӗç-ши?! Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчен Людмила Ильдулова ертсе пыракан «Çăлкуç» ушкăн та пуринпе пӗрле Фольклориадăна хутшăнчӗ ун чух.
Кăçалхи Фольклориада Пушкăрт Республикин тӗп хулинче «Башкортостан» патшалăх концерт залӗ умӗнчи тӳремре пуçланчӗ. Пушкăрт Республикин ертӳçи Радий Хабиров Фольклориадăна хутшăнакансене, йӗркелекенсене саламласа фольклора дипломатипе танлаштарнă. Сумлă çынсен саламӗ хыççăн ачасем алла алăн тытăнса туслăх ункине тăнă, çакăн хыççăн парад пуçланнă.
Фольклориадăн кашни кунӗ хӗрӳ иртнӗ: Советски тӳремри 40 коллектив хутшăнакан концерт-и е урăх мероприяти – никамăн та кичемленме, тунсăхлама сăлтав пулман.
«Первомайский», «Дёмский» культурăпа кану паркӗсенче, И. Якутов ячӗллӗ паркра, «Волна» скверта йӗркеленӗ концертсене хутшăннă ачасем.
Сăнӳкерчӗксем автор архивӗнчен.
Фестивалӗн хедлайнерӗсен концерчӗсем Фольклориада пуçланнă çӗртех, Советски тӳремӗнче иртнӗ. РФ тава тивӗçлӗ артистки Марина Девятова, тӗнчипе паллă AY YOLA фолк-ушкăн, ZAINETDIN этно-шоу – кашни каç тӗрлӗ концерт пăхнă ачасем.
Чăваш Енчен 2026 çулхи Фольклориадăна Комсомольски округӗнчи Татьяна Маркова ертсе пыраканн «Тевет» ансамбль хутшăннă. Тутатрстан чысне Пушкăртстанра Элмет районӗнчи «Карлыгач» (Рамис Аксенов, Александр Титов, Лариса Магнавеева ертӳçисем) хӳтӗленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев