Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФРОНТРАН САЛАМ!

Гуманитари пулăшăвне Костромари 331-мӗш бригадин, Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗсене, Чăваш Енрен хăйсен ирӗкӗпе кайнисен «Атăл» подразделение тата ыттисем патне çитсе панă. «Пирӗн салтаксемпе мобилизаципе кайнисем пурне те хӗрӳллӗ салам каларӗç, пулăшушăн тав турӗç». –терӗ Виктор Петрович суварсемпе çыхăнса.

Çӗпрел районӗн тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансен канашӗн ертӳçи Виктор Петрович Петухов Ульяновск хулин Атăл леш енчи районӗн вăрçă, ӗç, йӗрке хуралӗн ветеранӗсен каншӗн пайташӗсемпе, Афган вăрçин ветеранӗпе Саяпов Марс Киямович подполковникпа, Çурçӗр Кавказри хирӗçтăру ветеранӗпе, Упи чăвашӗпе Ярухин Владмир Егорович подполковникпа пӗрле Укранинăри ятарлă çар операцине хутăнакан салтаксем (çав шутра мобилизаципе кайнисем) валли 6 миллион та 135 пин тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвӗ пухнă. Çав шутра: ятарлă техника, тум, масхалатсем, медикаментсем. апат тата ыттине те туянса хăйсемех леçнӗ.

Виктор Петрович Петухов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсем çул çинче. Паян çӗрле чикӗ урлă Раççее каçнă. Гуманитари пулăшăвне Костромари 331-мӗш бригадин, Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗсене, Чăваш Енрен хăйсен ирӗкӗпе кайнисен «Атăл» подразделение тата ыттисем патне çитсе панă.

«Пирӗн салтаксемпе мобилизаципе кайнисем пурне те хӗрӳллӗ салам каларӗç, пулăшушăн тав турӗç». –терӗ Виктор Петрович суварсемпе çыхăнса. Гуманитари миссийӗ пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

6

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество