Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ГИТИСфест Хусанта

Паян Хусанта «ГИТИСфест.Театральное Приволжье» театр лабораторийӗн теплохочӗ килсе чарăннă

 

Паян Хусанта «ГИТИСфест.Театральное Приволжье» театр лабораторийӗн теплохочӗ  килсе чарăннă

Лаборатори хӳттипе Раççей театр искусствин институтӗнчен (ГИТИС) вӗренсе тухакан режиссерсем спектакль эскизӗсене «Театральное Приволжье» фестивале хутшăннă хуласенче кăтартаççӗ: Чулхула, Шупашкар, Хусан, Ульяновск, Самара, Саратов. Ку проекта Президентăн культурăсен пуçарăвӗн фончӗ пулăшнипе ирттереççӗ.

Спектакльсен эскизӗсене А.С.Пушкин ячӗллӗ культура центрӗнче кăтартаççӗ.

Икӗ хайлавпа хатӗрленӗ пӗчӗк сценкăсене:  

«Апуш» ача-пăча театр студийӗ 20 минут пыракан «Стенькина казна» (авторӗ Е.Чириков, режиссерӗ Е.Замеховская, художникӗ Л.Хусаинова) эскиз тата А.Островскийӗн «Волки и овцы» пьеси тăрăх лартнă 40 минта тăсăлакан сценка,( реăиссерӗ Т.Белоусов) кăтартрӗç.

Аса илтеретпӗр, «Театральное Приволжье» театр фестивальне хутшăнса Хусанти «Апуш» ача-пăча пӗрлешӗвӗ пӗлтӗр I вырăн йышăнчӗ. Кăçал çак пӗрлешӳ çумӗнчи «Без» театр студийӗ II вырăна тухрӗ.

Кăçал фестивальте çӗнтернисен награди «Фестиваль-лаборатория «ГИТИСфест.Театральное Приволжье» проекта хутшăнасси пулнă.

Лаборатори хӳттипе режиссерсем, актерсем, фестивале хутшăннă 14 регион яш-кӗрӗмӗ майăн 27-мӗшӗнчен июнӗн 3-мӗшӗччен «А.С.Попов» теплоход çинче спектакльсен эскизӗсене хатӗрлесе кăтартаççӗ.

Июнӗн 2-мӗшӗнче теплоход Шупашкара çитсе чарăнать. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сцени çинчен А.Островскийӗн «Гроза» тата Снегурочка», çавăн пекех А.Чеховăн «Попрыгунья» пьсисем тăрăх лартнă спектакль эскизӗсене кăтартӗç. Çамрăк режиссерсен постановкисене тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать.

. Сăнӳкерчӗк О. Романован  («Татар-информ» ИА).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль