«Горький+»: спектакльсем, лекцисем, лаборатори...
Ӗнер Камско-Устинск районӗнчи Красновидово ялӗнче «Горький+» фестивале уçнă çӗре РФ халăх артисчӗ Евгений Миронов, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăннă
Хусанта V «Горький+» Искусствăсен фестивалӗ виççӗмӗш хут иртет. Тӗрӗссипе, Тутарстанӑн тӗп хулинче çуллахи культура сезонӗ М.Горькие халалланă фестивальпе уçăлать. Июнӗн 5 – 7-мӗшӗсенче иртет вăл, пуян программăпа – 70 пулӑм-концерт, спектакльсен премьерисем, лекцисем, куравсем, пултарулӑх лабораторийӗсем... – паллаштарма ӗлкӗрӗç çак вăхăтра йӗркелӳçӗсем.
Кăçалхи «Горький+» писатель çинчен калаçнипех «çырлахмасть», вăл, калăн, тӗпчев лабораторине çаврăнать – Максим Горькийӗн культура кодне тӗпчеççӗ. Кăçалхи фестиваль программинче «Горький тата классиксем» тӗп тема пуласси паллă.
Йӗркелӳçӗсем Максим Горький ăс-хакăлӗ çине витӗм кӳнӗ писательсемпе композиторсем çине те пусăм тăваççӗ.
Уильям Шекспир, Федор Достоевский, Николай Гоголь, Лев Толстой, Антон Чехов, Леонид Андреев, Михаил Глинка, Модест Мусоргский тататӗнчипе паллă бас Федор Шаляпин, художниксем Илья Репинпа Валентин Серове... Фестиваль пынă кунсенче эпир пурте пӗлекен, нумайăшне ачаран килӗштерекенскерсем çинчен час-час илтӗпӗр. Тӗслӗхрен, фестивалӗн арт-директорӗ Евгений Миронов, июнӗн 5-мӗшӗнче Ф.Достоевскин «Бедные люди» пӗрремӗш пичетленнӗ романӗ тăрăх лартнă (режиссерӗ Мурат Абулкатинов) спектакльте Юлия Хлынинапа Г.Камал театр сцени çинче вылять, ансамбле Юрий Башмет ертсе пырать.
Ильгиз Зайниев режиссер «Экият» пукане театрӗпе лартнă «Табор уходит в небо» спектакль те фестиваль программине ăнсăртан кӗрсе кайман – Совет Союзӗнче халăх юратса пăхакан киносенчен пӗрин «Табор уходит в небо» фильмăн режиссерӗ Эмиль Лотяну сценари çырнă чух М.Горькийӗн чи малтанхи калавӗсемпе усă курнă иккен. Çапла «Экият» спектаклӗ «Горький+» фестивальте питӗ вырăнлă килсе тухать. «Эпир тӗнче культури çине витӗм кӳнӗ писателӗн литература еткерне упраса хăварассишӗн çеç мар, хальхи вăхăтри искусствăн вăйлă пулăмӗсене тӗрев парса пулăшасшăн», – тесе хуравлать Евгений Миронов фестиваль концепцийӗ çинчен ыйтсан.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев