Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Горьковское шоссен юсавӗ халех пӗтмест-ха

Хусана Атăл енчен кӗрекен Горьковское шоссе çул çинче юсав хыççăн пӗр светофор та, çӗр çийӗн çуран каçмалли пӗр переход та юлмасть

Çул юсавӗ кунта çитес вăхăтра пӗтесси курăнмасть-ха. Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Игорь Куляжев Музыкальная урамӗнчен пуçласа М7 трасса патне çитиччен кăçала палăртнă юсав ӗçӗсен паянхи кун тӗлне пурӗ 55 процентне кăна пӗтернине пӗлтернӗ тесе хыпарлать РБК.

Çул юсавӗн проекчӗ чăнах та пысăк, ун тăрăх асăннă участокра малашне пӗр светофор та, çул çийӗн çуран каçмалли пӗр переход та юлмалла мар. Вӗсен вырăнне виçӗ тӗлте çӗр айӗнчен иртмелли тата пилӗк тӗлте çӗр айӗнчен çуран каçмалли переходсем, çӗр айӗнчен çаврăнмалли узелсем, тоннельпе эстакадăсем тăвӗç. Çапла майпа юсав хыççăн çул-йӗр юхăмӗ ку çул çинче чăрмавсăр пулмалла. Çитменнине М 12 пысăк хăвăртлăхлă трасса валли Атăл урлă хывнă çӗнӗ кӗпере 2023 çулхи декабрь уйăхӗнче уçма хатӗрленеççӗ. Апла-тăк Чакак тăвӗ еннелле каякансем валли çул кӗскелессе, Горьковское шоссе çинче вара машинăсен шучӗ кăшт чакасса шанатпăр.

--

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дороги