Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Иакинф» балет постановкишӗн Тукай премийӗ

Апрелӗн 26-мӗшӗнче тутар классикӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 139 çул çитрӗ, Тутар чӗлхи кунӗ. Çавăнпа республикăра чаплăн паллă тумасăр пӗр çул та юлмаççӗ. Кăçал та çаплах пулчӗ.

Мероприяти Хусанта ирхине поэтăн Муса Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗ патӗнчи палăкӗ патне чечек хунинчен пуçланчӗ. Торжествăлла церемони Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче иртрӗ.

Халăх промыслисен «Пэчен базары» курав-ярмаркки, «Апуш» тутар ача-пăча театр студийӗн «Авыл эте Акбай» спектаклӗ, Тукай сăввисен вулавӗ, «Казанга Тукай кайткан» спектакль – пурин валли те вырăн çителӗклӗ театрăн нумай пулмасть кăна уçăлнă хальхи çӗнӗлӗхсемлӗ çуртӗнче.

Çапах та чи асра юлаканни çак кун – Тукай премийӗпе чыслани. Тутар чӗлхипе литературине, культурипе искусствине пысăк пай кӗртекенсене 1958 çултанпа çак премие парасси йăлара. Кăçал ăна 6 çын тивӗçрӗ. Торжествăлла церемоние ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, тӗрлӗ конфессисен представителӗсем хутшăнчӗç.

Тăван чӗлхе кунне театрăн çӗнӗ çурчӗ çапла нумай енлӗ, тулли те илемлӗ хатӗрлени ТР Раисӗ Рустам Миннихановăн тимлӗхӗнчен юлмарӗ. Лауреатсене чыслама тухсан Г. Камал театрӗ тутарсемшӗн, республикăшăн паллă вырăн пулнăран кунта ӳлӗмрен те пултарулăх пурнăçӗ вӗресе тăмаллине палăртрӗ вăл. 

Хисеплӗ наградăна, Тукай премине, кăçал Мансур Гилязов драматург «Словарь любви» пьесăсен пуххишӗн, Раниф Шарипов поэт «Жомга» («Пятница»), «Бэртек-бэртек яктылык» («Крупицы света») кӗнекесемшӗн, Рифхат Якупов фотограф Тутарстанра фотоискусствăна аталантарнăшăн, тутар халăх еткерлӗхне упракан «Сабантуй» фотоальбомшăн тата «Иакинф» балет постановкине лартнă авторсен коллективӗ – Айрат Кашаев (музыка ертӳçи, дирижер), Александр Полубенцев (хореограф), Ильнур Гайфуллин (Иакинф сăнарне вылякан) – тивӗçрӗç. 

Уяв театрта шалта кăна мар, урамра та пулчӗ. «Эпӗ тутарла калаçатăп» 10-мӗш юбилейлă акцин гала-концертне хальхинче театрăн çӗнӗ çурчӗн умӗнче ирттерчӗç. Ăна курма халăх питӗ нумай пухăнчӗ. Сцена çинче, фойере, театр умӗнчи тӳремре – пур çӗрте те тутар чӗлхи янăрарӗ çав кун. Тепӗр тесен, Тăван чӗлхе кунӗнче урăхла пулма та пултараймасть.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: габдулла тукай премия день татарского языка