Ял пухăвӗсем пыраççӗ, мӗн çӗнни?
Республика çуллен халăх йышăнăвӗн 2500 актне регистрацилет. Тӗпрен илсен, сулăм укçипе тата вырăнти нормативлă актсене улшăнусем кӗртессипе çыхăннă вӗсем. ТР юстици министрӗн çумӗпе М.Ибятовпа «Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ» ассоциацин ӗç тăвакан секретарӗн çумӗ А.Семенычев çӗнӗлӗхсемпе январӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.
М.Ибятов каланă тăрăх, муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем ял пухăвӗсенче йышăннă хуть мӗнле акта та Юридици министерствине регистра кӗртме ямалла. Пӗлтӗр пӗтӗмпе 35 пин акта шута илнӗ. Ку енӗпе йӗркене пăсни питех çук-ха хальлӗхе. Уйрăм çынсенчен те нумай ыйту килет иккен вӗсем патне, 2024 çулта пӗтӗмпе 70 пин ыйтăва шута илнӗ, çынсем ытларах правăпа юридици пулăшăвӗ пама, судра хăйсен прависене хӳтӗлеме ыйтаççӗ.
А.Семенычев сăмахӗпе, ял пухăвӗсем муниципалитетсен инфраструктурине лайăхлатма пулăшнисӗр пуçне граждансен хастарлăхне те ӳстереççӗ. Вӗсем ялăн чи çивӗч ыйтăвӗсене (калăпăр çул тăвасси, кӗпер хывасси тата ытти те) çӗклеме кăна мар, мӗнле татса памаллине те сӗнеççӗ. Çапла майпа муниципаллă влаçпа халăх çыхăнăвне çирӗплетет кăна ку.
Çул-йӗр, кӗпер, шывпа тивӗçтересси пек пысăк ыйтусене муниципалитетсем республика пулăшмасăр хăйсем кăна ниепле те татса параймаççӗ, мӗншӗн тесен тăкак пысăк. Çак шутпа республикăра 12 çул каялла сулăм укçин программине йышăннă та. Халăхран пухăнакан кашни 1 тенки пуçне республика бюджетӗнчен 4 тенкӗ хушни чăнах та сисӗнмелли пулăшу. Сăмах май, ку программа Раççейӗн тепӗр 36 регионӗнче те ӗçлет, анчах Тутарстан чухлех укçа уйăраканни çук-ха.
Программа ӗçлеме пуçланăранпа Тутарстанра халăхран пурӗ 2,7 миллиард тенкӗ пухăннă, республика вара 10,5 миллиард тенкӗ ытла хушнă. Çапла майпа 2013 çултанпа муниципаллă йӗркеленӳсен инфраструктурине лайăхлатма пурӗ 13 миллиард тенкӗ ытла укçа кайнă. Апла-тăк калăпăшӗпе пӗр-пӗр республика программине финансланипе танах вăл. Программа 2025 çулта та малалла тăсăлать.
А.Семенычев сăмахӗпе, сулăм укçин программи те улшăнмасăр тăмасть. Вӗсене иртнӗ çулсен опытне тӗпе хурса кӗртнӗ.
Сулăм укçи вăл хамăр ирӗкпе паракан япала. Пӗр çын пуçне 200 тенкӗрен пуçласа 2000 пин тенкӗ таран пулмалла. Спикерсем ку суммăна муниципалитетсен çын шутне тата ӗçӗн калăпăшне кура халăхпа канашласа палăртас ирӗк пуррине те каларӗç. Çавăнпа çын пуçне 5 пиншер тенкӗ тата ытларах пухакан ял хутлăхӗсем те пур республикăра.
СВОна хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене сулăм укçинчен хăтарма, сахал тупăшлисене 30 процент таран скидка парассине те халăх хăйех йышăнать. Тӗп услови кунта ял пухăвӗнче ку е вăл йышăнушăн пӗтӗмӗшле халăхăн 50 процентӗнчен кая мар сасăламалла çеç. 2500 актран 1786-шӗнче, тӗслӗхрен, СВОна хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене сулăм укçинчен хăтармалли йышăнусем пур та ӗнтӗ.
Сулăм укçин программин çӗнӗлӗхӗсем:
– Республика бюджетӗнчен хушса паракан укçана район центрӗ пулман ял хутлăхӗсемпе хула евӗрлӗ поселоксем кăна илееççӗ.
– Сулăм укçипе тумалли ӗçсене йышăнма референдумсем ирттермелле мар, ял пухăвӗсем те çителӗклӗ.
– Кунсăр пуçне пӗр ял хутлăхне кӗрекен ялсем сулăм укçине тӗрлӗ ӗçе, (пӗр ялта çул тума, тепринче урамсене çутă кӗртме тата ытти те) ямашкăн йышăнма ирӗк пур.
Ирина КУЗЬМИНА.
ТР Юстици министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев