Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ялан çапла маттур пулар!

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Киштекӗнчи Культура çуртӗнче кăçал Аслӑ Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалласа пысӑк концерт лартрӗç

 

Сцена çинче Чăваш Киштек ялӗнчи «Туслӑх» хӗрарăмсен ушкӑнӗ, «Дружба» оркестр, Таккавар ялӗнчен килнӗ «Пилеш» ушкӑн хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. «Туслӑх» ушкӑн солисчӗсем – Анастасия Петрова, Алексей Чауков, Светлана Васиярова тата Тамара Петрова уява илем кӳчӗç.

Пӑва районӗнчи тӗрлӗ ялсенче пурăнакан пултаруллă çынсенчен  йӗркеленнӗ «Уяв» фольклор ушкӑнӗ те хӑнара пулчӗ кунта. Вăл чӑваш туйӗн «пуç сыр­нӑ» пайне кӑтартса пачӗ. Клуба килнӗ хӑнасене пурне те ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса пуснӑ аш-какайпа, кӑпӑклӑ сӑрапа хӑналарӗç.

Уява йӗркелесе ирттерекенсене – Федорпа Тамара Петровсене, Татьяна Чауковăна, концерт программине питӗ ăста ертсе пынă  Хусанти юридици университетӗнче вӗренекен Никита Петрова таймапуç. 

Маттур пирӗн Пӑва енчи чӑ­ваш­сем! Ялан çапла пулар!

Анна НИКОНОРОВА, 

Пăва районӗнчи ЧНКА секретарӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство