Янратăр малашне те «Урал сасси»!
35 çул «Урал сасси» республика хаçачӗ Пушкăртстан чăвашӗсене пӗрлештерсе тăрать
35 çул «Урал сасси» республика хаçачӗ Пушкăртстан чăвашӗсене пӗрлештерсе тăрать
Шанчăклă, витӗмлӗ, авторитетлă илтӗнет ун ячӗ. Куç умне Пушкăртстанăн сăрчӗсем, анлă хирӗсем тухаççӗ. Çак тăрăхран тухнă чăваш халăхӗн паллă поэчӗсем Константин Иванов, Яков Ухсай, Александр Савельев-САС та чӗррӗн сăнарланаççӗ.
Чăваш литературине пысăк тӳпе кӗртнӗ пушкăртстансем. Паян çак пуян еткере упраса малалла аталанма вăй хурса ӗçлекенсем «Урал сасси» редакцийӗн журналисчӗсем. Паянхи кун, цифровизаци, электронлă МХХсем вăйлă аталанса пынă вăхăтра пичет кăларăмӗсене çăмăл мар. Кăна эпир пит лайăх ăнланатпăр. Пирӗн, хаçатçăсен ăçта пулсан та йывăрлăхӗсем пӗрешкел. Анчах ниме пăхмасăр пичет кăларăмӗсене упраса хăвармалла. Ку пирӗншӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Хаçат вăл йăхташăмăрсене пӗрлештерсе тăракан хăйне евӗр социаллă институт та.
Шанатăп, çак çулсем хушшинче редакци ӗçченӗсем нумай çын нушине татса пама пулăшнă, вӗсен ыйтăвӗсене республика ертӳçисем патне çитерме пултарнă. Вырăнти чăвашсен хутне кӗрекен, тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварма май паракан вăйлă инструмент вăл хаçат. Çавна ăнланакансем хаçата хисеплеççӗ, çырăнса ăна тӗрев параççӗ. Тăван чӗлхепе хаçат пурри — регионти чăвашсен вăй-халне, ытти нацисен хушшинчи сумлă вырăнне те кăтартать. Унсăр юлсан халăх саланать, чăвашлăх туйăмӗ иксӗлет.
Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗн ӗçченӗсен ятӗнчен «Урал сасси» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене пысăк çитӗнӳсем, творчествăлла хавхалану сунатпăр. Хаçата никӗсленӗренпех ертсе пыракан Юрий Михайлова редакци тилхепине малашне те çирӗп тытса пыма
сывлăх, иксӗлми вăй-хал, çемьере телей сунатпăр! Вулакансен йышӗ малашне çулран-çул ӳссе пытăр, кашни чăваш çемйине «Урал сасси» çиттӗр! Юбилейпе сире, ӗçтешсем!
Ирина ТРИФОНОВА.
«СУВАР» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА» АО филиалӗн
ертӳçи — тӗп редакторӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев