Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ясна Музыка» этнофестиваль – Атăл тăрăхӗнчи юрăçсемпе ушкăнсем валли

Этнофестивале хутшăнма кăмăл тунисем пур та ӗнтӗ. «Ясна Музыка» сайтӗнче вӗсене итлесе сасăлама пулать. Паянхи куна «Мерема» мордва фольклор ансамблӗ 379 сасăпа малта пырать. Çаплах «Ясна Музыкăна» Чăваш Енре, Марий Элта, Тутарстанра, Удмуртире, Мордовире, Оренбург облаçӗнче, Пушкăртстанра, Самар облаçӗнче пурăнакан юрăçсем хутшăнаççӗ.

Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе, Атăлçи хулисен ассоциацийӗ йӗркелӳçӗсемпе пӗрле тăрăшнипе «Ясна Музыка» этнофестиваль иртет. Юрăçсене, юрлама юратакансене хутшăнма чӗнсе çыратпăр çак хыпара. Федерацин Атăлçи округӗнче пурăнакан 18 – 35 çулсенчи профессиллӗ тата хăй тӗллӗн вӗреннӗ юрăçсене, коллективсене (5 çынран ытла мар) «Ясна Музыка» I этнофестивале хутшăнма йыхравлаççӗ. Юрăçăн е ансамблӗн пӗр композици конкурса тăратмалла. Йӗркелекенсен шухăшӗпе, проекта хутшăнакансене халăх юрри-кӗввине аранжировкăсемпе, çӗнӗ формăсемпе усă курса хальхи вăхăтри пек илтӗнмелле юрласа  илемне палăртма май парать. Этнофестивалӗн конкурс пайӗн тӗп условийӗ – наци музыка инструменчӗсемпе каласа наци чӗлхипе юрламалла. Финала тухнă юрăçсем «Ясна» этнокомплексра (Чăваш Ен) тата Шупашкар хулинче иртекен концертсене хутшăнаççӗ. Юрăçсен пултарулăхне телекуравпа тата интернет урлă сахалтан та 500 пин çын пăхать.

Йӗркелӳçӗсен планӗнчен çакă паллă: этнофестивале хутшăнакансем «Ясна» этнокомплексра виçӗ кун пурăнаççӗ, конкурса хутшăнакансене экскурсисене илсе çӳреççӗ, апатлантараççӗ, сцена искусствипе мастер-классем ирттереççӗ (жюри пайташӗсем хăйсем те ăсталăха вӗрентӗç), çаплах авалхи музыка инструменчӗсем хатӗрлеме хăнăхтарӗç. Çакăншăн пуриншӗн те йӗркелӳçӗсем тӳлеççӗ. Çӗнтерӳçӗсене дипломсем параççӗ, 3-4 минута тăсăлакан видеоклип ӳкереççӗ. 

Этнофестивале хутшăнма кăмăл тунисем пур та ӗнтӗ. «Ясна Музыка»  сайтӗнче вӗсене итлесе сасăлама пулать. Паянхи куна «Мерема» мордва фольклор ансамблӗ 379 сасăпа малта пырать. Çаплах «Ясна Музыкăна» Чăваш Енре, Марий Элта, Тутарстанра, Удмуртире, Мордовире, Оренбург облаçӗнче, Пушкăртстанра, Самар облаçӗнче пурăнакан юрăçсем хутшăнаççӗ. 

Этнофестивале хутшăнма кăмăл пуррисен yasnamusic.ru сайтра регистраци иртмелле.

Этнофестивалӗн I тапхăрӗ онлайн иртет: 

2022 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнчен конкурс пырать, çав кунранах куракансен тата жюри сасăлавӗ те пуçланнă. Федерацин Атăлçи округӗн пур 14 субъектӗнчен  жюри пайташӗсем, председателӗ РФ тава тивӗçлӗ артистки Марина Капуро. 

Этнофестивале хутшăнас текенсен заявкине 2023 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче йышăнма чарăнаççӗ, февралӗн 15-мӗшӗнче сасăлава пӗтӗмлетеççӗ, «Ясна Музыкăна» малалла хутшăнма  10 юрăçа, коллектива хăвараççӗ. 

Этнофестивалӗн II тапхăрӗ «Ясна» этнокомплексра оффлайн 2023 çулхи март-апрель уйăхӗсенче иртет. Майăн 3-мӗшӗнче Атăлçи çăлтăрӗсен, фестиваль лауреачӗсен гала-концерчӗ филармонире пулать.  

Этнофестивалӗн III тапхăрӗ те пур – 2023 çулхи май – август уйăхӗсенче лауреатсен юррисемпе видеоклипсем, авалхи музыка инструменчӗсен çӗнӗ пурнăçӗ çинчен документлă фильм ӳкереççӗ.

Сăнӳкерчӗк yasnamusic.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль