Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа Çӗпрел районӗнче 23 салтак çемье çавăрнă

Ятарлă çар операцине хутшăнакан çамрăк офицер-салтаксем Çӗпрел районӗнчи ЗАГС уйрăмӗнче пӗрлешнӗ тӗслӗхсем нумай. Çакăн пек çăмăл мар вăхăтра та юрату валли вырăн пурри калама çук савăнтарать. Июнӗн 6-мӗшӗнче çакнашкал тепӗр çемье чăмăртаннă кунта. 2022 çулта тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине районтан пирвай кайнисенчен пӗри, Кивӗ Упи ял каччи, кӗçӗн сержант Алексей Кудряшов Турă çырнипе Катеринăпа çырăннă.

Мотострелоксен 29660-мӗш чаçӗн салтакӗпе, хăюлăхпа паттăрлăхшăн «За отвагу», «За военскую доблесть» медальсене тивӗçнӗ кӗçӗн сержантпа Алексей Кудряшовпа эпир хамăр вулакансене паллаштарнăччӗ, «Сувар» хаçатăн 9-мӗш номерӗнче пысăк интервью тухнăччӗ унпа. Аса илтеретпӗр, Алексей кăçал январӗн 15-мӗшӗнче Луганск енчи Красный Лиман ялӗ патӗнче сылтăм уринчен хытă аманнăччӗ. Хальхи вăхăтра сывалсах çитмен-ха ентешӗмӗр, реабилитаци иртет.

Ятарлă çар операцийӗнче чухне пуринчен ытла вăй парса тăракан савни пурри çамрăк салтакшăн çав тери лайăх. Алексей те акă йывăр вăхăтсенче хăйӗн Катюши çинчен шутлани пулăшнине аса илет. «Пилӗк çул чупрăм эпӗ ун хыççăн, СВОра чухне вăл маншăн тăватă çул Турра кӗлтурӗ, кашни кун», – хăй сывă юлнинче савнийӗн тӳпи те пуррине палăртать вăл. «Юлашкинчен амансан Катюшăна курмасăр вилместӗп-ха, ун патне çитмеллех ман тенӗччӗ эп», – аса илет вăл чи йывăр саманта.

Чăваш Енри Патăрьел округӗнчи Чемен ял хӗрӗпе интернетра паллашнă вăл. Малтан çыру çӳретнӗ, анчах Алексей «Мускав – Хусан» М-12 çулăн кӗперсем тунă çӗрте, Екатерина Патăрьелӗнче ӗçленӗрен тӗл пулма ниепле те май килмен вӗсен. Алексее тулли мар мобилизаципе СВОна каймашкăн повестка парсан тин куçа-куçăн ларса калаçма пултарнă. Хăйсем калашле, пӗрре курнă та канăçа çухатнă. «Хуть мӗн пултăр – кӗтетӗп», – тенӗ Екатерина СВОна каякан салтака. Чăнах та сăмаха тытнă. Екатеринăпа Алексей халь пӗрле, пӗр-пӗрин терӗвӗ, çуначӗпе юратăвӗ. Сăмах май, сăнпа та вӗсем пӗрешкелех, апла чăнах та Турă çырни. «Катюша арăм кăна мар, вăл ман тӗнче», – терӗ шухăшлăн салтак. Арăмӗ тата сăнпа амăшне те аса илтерет иккен. Çавăнпа чунне тата çывăхрах мăшăр пулма суйланă çынни. Шел, кинне амăшӗ курса ӗлкӗреймен, 2021 çулта вăхăтсăр вилсе кайнă. Апла пулсан та кӗçӗн ывăлӗшӗн леш тӗнчерен пăхса савăнатех ӗнтӗ.

Çамрăк çемьен малашлăха планӗсем пысăк. Алексей хăйсен килӗ вырăнне çӗннине лартса унта пурăнма ӗмӗтленет. Чăн та, хальлӗхе стройка пуçламашкăн вăхăт мар-ха, малтан сывалса çитмелле, çартан кайман-ха,тен, СВО зонине таврăнма та тивӗ. Çавăнпа малалла мӗн пулассине Турри хăй кăна пӗлет. Авланнăранпа яваплăхӗ тата ӳснине пытармасть салтак, мӗншӗн тесен унăн халӗ пӗр хăй çинчен кăна шутламалла мар, çемйи пур, апла-тăк ниме пăхмасăр пурăнмалла, урăхла юрамасть.

(Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗнче ЗАГС уйрăмӗн пуçлăхӗпе Альбина Шарафутдиновăпа район администрацийӗн Ӗçтăвком ертӳçи Рустам Мухаметзянов саламлаççӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество