Ятарлă çар операцине хутшăнаканăн отпускне тăсма ирӗк пур-и?
Енчен те ятарлă çар операцине хутшăнакан отпуска килсен чирлерӗ-тӗк, унăн отпускне тăсма ирӗк пур-и?
Паллах, тăсма ирӗк пур. Акă мӗн тумалла:
× часть командирӗпе отпуск иртекен вырăнти çар комиссариатне салтак чаçе чирленине пула таврăнайманни пирки пӗлтермелле;
× медицина учрежденийӗнче чир пирки справка илмелле, унта мӗнпе сиплени тата вăл мӗн вăхăта тăсăлни пирки çырни пулмалла;
× часть командирне чирленӗ вăхăта отпуска тăсма ыйтса рапорт памалла – ăна уведомлениллӗ заказлă çырупа ямалла. Медицина учрежденийӗнчен илнӗ справкăна çырупа пӗрле ямалла.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев