Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем льготăллă ставкăпа хваттер илме пултараççӗ

Тутарстанра СВОна хутшăнакансен валли ятарлă социаллă ипотека программи август уйăхӗнче ӗçлеме пуçларӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарăвӗпе хута кайнă программа çар çыннисемпе вӗсен çывăх çыннисене çурт-йӗр ыйтăвне татса пама пулăшать.

Февраль уйăхӗн вӗçӗ тӗлне Хусанта кăна çӗнӗ программа пулăшнипе 15 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Пӗтӗмӗшле илсен, республикăра учета 20 çемье тăнă ӗнтӗ, вӗсенчен саккăрăшӗ çӗнӗ хваттере пурăнма куçнă та ӗнтӗ.  

Программăпа усă курса çичӗ процентллă льготăллă ставкăпа хваттер илме пулать.  Унсăр пуçне СВО хутшăнакансен  приоритетлă йӗркепе хваттер илме пултараççӗ.  

Хусанта хваттерсене «Салават Купере» пурăнмалли районта тата «Гаилэ» микрорайонта панă. Çулталăк вӗçлениччен республикăн тӗп хулинче социаллă ипотека программипе  тата пилӗк çурта хут яма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госжилфонд социальная ипотека СВО