Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вӗсен ачисем аслă шкула ятарлă квотăпа вӗренме кӗме пултараççӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем аслă шкула вӗренме кӗнӗ чух çăмăллăхсемпе усă курма пултараççӗ-и?
Пултараççӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вӗсен ачисем тӗлӗшпе квотăна тата анлăлатасшăн. Кăçал квотăпа 8,5 пин çын аслă шкулсене вӗренме кӗнӗ. Çавăн пекех граждансен çак категорийӗ тӳлевлӗ вӗренет-тӗк, вӗсен бюджета куçма ирӗк пур. Стипенди те тӳлӗç вӗсене, общежитире пурăнмалли вырăн та пуринчен малтан уйăрса парӗç. Çывăх вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вӗсен ачисем валли аслă шкула вӗренме кӗме тӳлевсӗр хатӗрлекен курссем уçасшăн.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев