Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене – медицина пулăшăвӗ

Боецăн отпуск вăхăтӗнче аптраса ӳксен (операци тумалла е тата мӗнле-тӗр кăткăс сиплев) çывăхри çар госпитальне пулăшу ыйтса каймалла. Республикăн клиника больници те пулăшу парать. Ытти граждансен сывлăхне тимлекен учрежденисенче вӗсене пуринпе тан йышăнаççӗ, сиплеççӗ, вӗсен статусӗ СВОра пулман пациентсенчен уйрăлса тăмасть кун пек чух.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен çемйисене пулăшу парасси çинчен час-часах сăмах тухать. Сăмахпа çеç мар, ӗçпе пулăшни çинчен те массăллă хыпар хатӗрӗсенчен ырă хыпарсем пӗлетпӗр. Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче çак темăпа пресс-конференци иртрӗ. Хальхинче журналистсемпе медицина ӗçченӗсем – ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Владимирович Жаворонков тата В.М.Бехтеров ячӗллӗ Республикăн психиатри клиника больницин тӗп врачӗн çумӗ Татьяна Владимировна Гурьянова – тӗл пулчӗç. 

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен çемйисене пулăшу парасси çинчен час-часах сăмах тухать. Сăмахпа çеç мар, ӗçпе пулăшни çинчен те массăллă хыпар хатӗрӗсенчен ырă хыпарсем пӗлетпӗр. Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче çак темăпа пресс-конференци иртрӗ. Хальхинче журналистсемпе медицина ӗçченӗсем – ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Владимирович Жаворонков тата В.М.Бехтеров ячӗллӗ Республикăн психиатри клиника больницин тӗп врачӗн çумӗ Татьяна Владимировна Гурьянова – тӗл пулчӗç. 

Владимир Владимирович малтанах çакна палăртрӗ: ятарлă çар операцине хутшăнакансен сывлăхне РФ Оборона министерствине пăхăнакан сывлăх сыхлав учрежденийӗсем пăхса тăраççӗ. Боецăн отпуск вăхăтӗнче аптраса ӳксен (операци тумалла е тата мӗнле-тӗр кăткăс сиплев) çывăхри çар госпитальне пулăшу ыйтса каймалла. Республикăн клиника больници те пулăшу парать.  Ытти граждансен сывлăхне тимлекен учрежденисенче вӗсене пуринпе тан йышăнаççӗ, сиплеççӗ, вӗсен статусӗ СВОра пулман пациентсенчен уйрăлса тăмасть кун пек чух. Хусанти тата Çырчаллинчи Вăрçă ветеранӗсен госпиталӗсем ытларах пациентсен спецификине (планпа сиплев иртекенсене) кура çар çыннисене те сиплеме илеççӗ. Енчен те вӗсен ресурсӗсем çителӗксӗр пулсан пациента РКБна çитме сӗнеççӗ. СВОра пулнисем шăмăпа мышца, гастроэнтерологи тата сывлăш органӗсемпе çыхăннă чирсемпе пулăшу ыйтса пыраççӗ – соматика тӗлӗшпе. Çӳлерех асăннă госпитальсем вӗсене çак енӗпе тулли сиплевпе тивӗçтереççӗ. 

Татьяна Владимировна СВО пуçланнăранпа ӗçлеме пуçланă психологсен пӳлӗмӗсем çинче ытларах чарăнса тăчӗ. Тутарстанри кашни муниципаллă районăн клиника больницинче пур çакăн пек специалистсем. Унта отпуска е демобилизаципе таврăннă çар çыннисене çеç мар, вӗсен çемйисене те йышăнаççӗ. Тӳлевсӗр. Психологсем професси пӗлӗвне илнӗ çеç мар, ятарлă курссенче ăна ӳстернӗ те. 2023 çулхи июль пуçламăшӗнче республикăра 70 кабинет уçăлнă.  Патшалăхра психологсем çитменни пирки илтме тӳр килнӗ, çак хыпар тӗрӗс-и е фейк? Татьяна Владимировна Тутарстанра специалистсем çитменнине асăнмарӗ, анчах психологсене хатӗрлекен курссем чарăнми ӗçлени пирки каларӗ. Халӗ 39 çынран тăракан ушкăн пӗлӳ илет, 2024 çулхи январь уйăхӗнчен вӗсем ӗçлеме тытăнӗç. Февраль уйăхӗнче Хусан федераллă университетӗнчен тата 40 çын вӗренсе тухать. Çавăн пекех Татьяна Гурьянова «Надежда» талăкӗпех ӗçлекен хӗрӳ лини номерне вулакансем патне çитерме ыйтрӗ – 8(843)279-55-80.   

Т.В.Гурьянова çынсем психологран пулăшу ыйтма шикленни çинчен те каларӗ, вӗсен ячӗ ятарлă картотекăна лексе ӳлӗм пурнăçра чăрмавсем кăларса тăратӗ тесе шутлаççӗ. Чăннипе, çав «картотекăна» шала кайнă чирлисем «лекеççӗ» тесе ăнлантарчӗ психиатр. Ыйхă çухалсан, стреса пула хăйне япăх туйсан тата ытти çавăн пек йывăрлăхсем килсе тухсан хăрамасăрах психолог патне йышăнăва кайма сӗнчӗ вăл.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество