Йăхташăмăрсем суйлавра сасăларӗç
Тутарстанра паян суйлав иртет. Республикăри хуласемпе ялсенче 2752 суйлав участокӗ ӗçлет. Вӗсем ирхине 7.00 сехетрех ӗçлеме пуçларӗç. Суйлав вӗçленесси те нумай юлмарӗ – кӗçех участоксем хупăнӗç те пухăннă сасăсене пӗтӗмлетме пуçлӗç.
Суйлава паян республикăри чăвашсем те хастар хутшăнчӗç. Вӗсенчен хăш-пӗрисемпе сире те паллаштарас килет. Акă, тӗслӗхрен, ТР Обществăлла палатин эксперчӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Законлăхпа йӗрке комитечӗ çумӗнчи Экспертсен канашӗн председателӗ, РФ Юристсен ассоциацийӗн пайташӗ Валентин Паймухин,

ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев,

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова,

районсенчи чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем – Петр Плотников (Чистай), Роза Чентаева (Аксу), Алексей Ярухин (Çӗпрел), Галина Терентьева (Нурлат), Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи, «Тутарстан чăваш пики» конкурсăн директорӗ Сильвия Чаркина, республикăри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем Ирина Большакова-Яштак (Хусан), Наталия Клементьева-Хӗвел, Юрий Адъютантов, Николай Казаков (Çӗпрел), Чистай районӗнчи «Илем» ансамблӗн ертӳçи Алевтина Нухратова, Аксу хула евӗрлӗ поселокӗнче пурăнакан пултаруллă скульптор Андрей Бикмуллин тата ыттисем сасăларӗç.
Сăнӳкерчӗксем материалта асăннă чăвашсен харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев