Ҫичӗ кунлӑх суйлав марафонӗ вӗҫленчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫичӗ кунлӑх суйлав марафонӗ вӗҫленчӗ

Сасӑлава июлӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ

Июлӗн 1-мӗшӗнчи 18 сехет тӗлне Конституцири тӳрлетӳсем пирки ирттернӗ сасӑлава Тутарстанри суйлакансенчен 77,11% хутшӑннӑ. Кун ҫинчен журналистсене ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ.
"2 миллион та 301 пин те 544 суйлакан сасӑланӑ, ку хисеп пӗтӗмӗшле шутӑн 78,11 проценчӗ пулать. 7 кунлӑх марафон вӗҫленӗ", – тесе каланӑ вӑл.
Конституцири тӳрлетӳсемпе ҫыхӑннӑ Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлава Тутарстанра июлӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 


Нет комментариев