Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Икерчӗ çиме – музее

ТР Наци музейӗпе филиалӗсенче ӗçлекенсем Çăварни кунӗсене анлăн ирттерме хатӗрленеççӗ

 

Кашни музейӗн хăйӗн сценарийӗ, юмахсенчи сăнарсем те, историре пулни-иртни те çăварни эрнинче хула çыннисемпе, хăнисемпе тӗл пулӗç. Халăх тумӗсене, иртнӗ ӗмӗрсенчи костюмсене пурнăçра  куракансемшӗн кăсăк пулӗ.

Февралӗн 10-22-мӗшӗсенче ирттереççӗ Çăварние. Уяв программинче мастер-классем, квест, халăх вăййисем кӗтеççӗ. Тӗпрен илсен вӗсене кӗçӗн çулхи, вăтам çулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ.

Паллах, ăçта çăварни – çавăнта икерчи. Ахальтен калаççӗ-и, Çăварни – çу эрни.

ТР Наци музейӗнче февралӗн 10-22-мӗшӗсенче 8 çултан аслисем валли интерактивлă спектакль хатӗрлеççӗ, ачасене Петрушка пукане тума та вӗрентеççӗ.

Боратынский музейӗ 12 çултан аслăраххисене кӗтет, дворянсен çуртӗнче эрнен кашни кунӗ çăварнин тематикипе çыхăнни çинченкаласа параççӗ.  

В.И.Ленин музейӗ те эрнелӗхе тăсăлакан халăх уявӗнчен айккинче юлман. 7-10 çултисене февралӗн 17-22-мӗшӗсенче çăварни историйӗпе, йăлисемпе паллаштарӗç.

Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Масленица