ИНГА ОБОЛДИНА АКСĂВА КИЛСЕ КАЙНĂ
Иртнӗ эрнере, Пӗтӗм Раççейри библиотекăсен кунӗ умӗн, Аксу районне Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ артистки Инга Оболдина килсе кайнă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçачӗ.
Иртнӗ эрнере, Пӗтӗм Раççейри библиотекăсен кунӗ умӗн, Аксу районне Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ артистки Инга Оболдина килсе кайнă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçачӗ.
Актриса Аксу районӗнче ку таранччен пӗрре мар пулнă иккен. Маларахри çулсенче килсен вăл Аксури тӗп паркра Пӗтӗм тӗнчери ача-пăча кунне халалланă мероприятие те хутшăннă, темиçе ялти чиркӳсенче те пулса курнă.
Районти библиотекарьсем паллă актрисăна хапăл туса кӗтсе илнӗ, Аксури тӗп библиотека тăрăх ятарласа кăтартса çӳресе экскурси ирттернӗ, паянхи культура учрежденийӗсем мӗнле ӗçлени пирки тӗплӗн каласа панă. Тӗлпулу питӗ кăмăллă лару-тăрура иртнӗ. Инга Петровна: «Халӗ кӗнеке вулакансем пур-и?» – тесе интересленнӗ. Библиотекарьсен: «Пур кăна мар, нумайăн», – текен хуравӗпе кăмăллă юлнă паллă актриса.
Библиотека ӗçченӗсем çамрăксене кӗнеке вулама илӗртес меслечӗсем – антикафери тӗлпулусем, Пушкин карттипе усă курасси, конкурссем, фестивальсем, пӗчӗккисене сцена çинчи пултарулăх урлă кӗнеке вулама явăçтарасси, аслисемпе мӗн-тӗр çӗннине пӗлме пулăшакан усăллă кану мероприятийӗсем – пирки каласа панине пысăк интереспа итленӗ Инга Оболдина.
– Сирӗн кунта питӗ хитре, ырă, килти пек кăмăллă лару-тăру, – тенӗ Мускав хăни хăй хӗпӗртенине пытармасăр.
Хамăр корр.
Аксу районӗн тӗп библиотекин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев