Инкек алӑкран шаккаса кӗмест
Ачасем мӗншӗн тӳрех пулӑшу ыйтма чупман е никама та шӑнкӑравламан?
Нурлат районӗнчи Якурккелӗнче ӗнер трагеди пулнӑ.
Хӑй хуҫалӑхӗн ани ҫинче арҫын котлован чавнӑ пулнӑ, ӑна шывпа тултарса хунӑ. Шыв тарӑнӑшӗ 2 метра ҫитнӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла вӑл хӑй кӳллин хӗрринче ачасене асӑрханӑ. Пырса унта мӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. Арҫыначасем пулӑ тытма килни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем арҫынна виҫҫӗмӗш тусӗ ҫыранран ӳксе шывра путни ҫинчен пӗлтернӗ. Ачасем хӑранипе аслисене ҫийӗнчех чӗнмен.
11 ҫулти арҫыначан виллине кӳлӗ хуҫи шыраса тупса шывран кӑларнӑ. Следовательсем инкек мӗнле пулса иртнине тӗпчеҫҫӗ.
Мӗн каламалли? Татӑклӑн пӗтӗмлетӳ тума кунта никам та ачасен психикин эксперчӗ мар, ҫапах пӗчӗккисем мӗншӗн тӳрех пулӑшу ыйтма чупманнинче компьютер "воспитанийӗ" те пур пек туйӑнать. Виртуаллӑ тӗнчере сӑнарсем вутра та ҫунмаҫҫӗ, шывра та путмаҫҫӗ. Пурнӑҫ кӑна йӑнӑшсене каҫармасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев