Инкеклӗ лару-тăру хыççăнхи тӳлевсем валли пӗлтӗр Тутарстанра 131 миллион тенкӗ уйăрнă
Иртнӗ çул Тутарстанра çичӗ чрезвычайлă лару-тăру пулса иртнӗ, вӗсенче 65 çын аманнă, 27 çын вилнӗ. Темиçе пулăм çӗршывӗпех кӗрлерӗç.
Ку вăл Çырчаллипе Ешӗлварти çуртсенче газ сирпӗнни, Мензелинскра çăмăл моторлă самолет ӳксе 16 парашютист вилни тата ытти те.
«Палăртса хăварас килет, инкеклӗ лару-тăрусем хыççăн ликвидаторсен ӗçне пур çӗрте те МЧС координациленӗ. Иртнӗ çул Инкеклӗ лару-тăру министерствин ӗçченӗсем 9 пин ытла лару-тăрура çынсене çăлнă», – тесе хушнă Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн начальникӗ Рафис Хабибуллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев