Республикăри «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» общество юхăмӗн гуманитари пулăшăвне йышăнакан пунктсен шутне тата пӗр вырăн кӗчӗ.
Иннополисри ArtSpace хутлăхра Лисичанскра пурăнакансене тата çар çыннисене памалли апат-çимӗçпе япаласене йышăнакан пункт уçăлнă.
Кирлӗ япаласен списокне эпир хамăр сайтрам тăтăшах çӗнететпӗр. Анчах та улшăнми позицисем пур – газ плитисем, вӗсен валли газ баллонӗсем, палаткăсем, ăшă хăвалакан вентиляторсем, суран çыхмалли материалсем, строитель инструменчӗсем... – тенӗ «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» юхăмăн координаторӗ Тимур Сафин.
Паянхи куна Тутарстанра гуманитари пулăшăвӗ йышăнакан 85 пункт ӗçлет. Чи «çамрăкки» – Иннополисри Парковая урамӗнчи 1-мӗш çурта вырнаçнă. Çынсем продуктсем илсе килеççӗ, ăшă япаласем, инструмент. Кунтан япаласене республика складне ăсатаççӗ, лерен кирлӗ пек комплектласа çар формированийӗсем валли е Лисичанскра пурăнакансем валли леçеççӗ.
Февралӗн 27-мӗшӗнче машинăсем çула тухӗç.
Салтаксемпе мирлӗ граждансене кирлӗ япаласен списокне ЯРДЯМ.РФ сайтра çырнă. Хӗрӳ лини телефонӗ: 8-800-350-02-16.
Нет комментариев