Ипподрома Навруз пикипе паттăрне суйлама каяр
Çуркунне çӗрпе кун танлашнă вăхăтра тӗрӗк халăхӗсем пӗрремӗш çурхи уява –Навруза – пуçтарăнса тухнă. Навруз – мир, пӗрлӗх, çӗнӗлӗх уявӗ. Хӗвел календарӗпе ку уяв çуркунне, Çӗнӗ çул çитнине пӗлтерет
Раççейре Науруз тӗрлӗ наци çыннисене, уйрăмах тӗрӗк чӗлхин çемйине кӗрекеннисене пӗрлештерет. Уявра кашни нацин пуян йăли-йӗркипе паллашма май пур, апат-çимӗçне тутанса пăхса хамăрăн яланхи апатпа танлаштарни те тавракурăма ӳстерет.
Навруза тутарсем авалтан паллă тунă – Тутартстан çӗрӗ çинче пурăнаканннисем те, урăх вырăнтисем те. Навруза пуçтарăннă яш-кӗрӗм вăйă вылянă, пӗр-пӗринпе тупăшнă, хӗрсенчен чи хитре хӗре Наврузбике пулма суйланă. Тутарсемпе кӳршӗллӗ пурăнакан пушкăртсен те Навруз паллă тăвас йăлисем çакăн пекех теме теме пулать.
Тутарсем çуркуннене савăнса кӗтсе илсе «Курак пăтти» («Карга боткасы») пӗçернӗ. Ку авалтан пыракан каларăшпа çыхăннă, имӗш, çуркуннене кураксем илсе килеççӗ. Ачасем килӗрен çӳресе такмакла-такмакла пăтă пӗçерме кӗрпе-çарма, çу, сӗт, çăмарта пуçтарнă.
Вăтам Ази, Иран, Каквказ халăхӗсен Наврузăн тӗп апачӗ «Сумаляк» пулнă. Ӳссе кайнă тулă пӗрчисенчен пӗçернӗ ăна. Шăтнă тулла авăртса хуранта пӗçереççӗ, тапхăр-тапхăр çăнăх хушса 20-24 сехет те пиçет сумаляк.
Эрнекун, шăматкун, мартăн 20, 21-мӗшӗсенче Хусан ипподромӗнче «Навруз» Республика уявӗ иртет. Кунта «курак пăттине» те астивме пулать, «сумаляк» пӗçернӗ çӗре те хутшăнма юрать, тӗрлӗ вăйăсем, мастер-классем хатӗрлеççӗ йӗркелӳçисем. Чи кăсăли, паллах, «Навруз гузэле» тата «Наврүз батыры» конкурссем пулӗç. Тӗрлӗ халăх ывăл-хӗрӗ хутшăнать-çке вӗсенче, кашни наци çыннин уявăн чи хитре хӗрӗпе чи маттур каччи хăйӗн нацинчен пултарасшăн ӗнтӗ. Эпир тне, чăвашсем Анастасия Ивановăшăн хумханатпăр, вăл Навруз гузэле пулсан чăннипех савăннă пулăттăмăр. Ăнăçу сунатпăр пикене.
Утсемпе ăмăртакансене курма пыракансем, пӗр-пӗр лаша çӗнтерессе шак хуракансем те чылай пулӗç уявра.
Мартăн 20, 21-мӗшӗсенче йӗркелӳçӗсем Хусан ипподромне (А.Камалеев урамӗ, 27/1 çурт) пыма йыхравлаççӗ.
Мартăн 20-мӗшӗнче 6:00 – 8:00 тата 16:00 – 18:00 сехетсенче сумаляк пӗçерессипе мастер-класс иртӗ.
Мартăн 21-мӗшӗнче 11:00 – 15:00 сехетсенче концертная программи, уяв площадкисем ӗçлеççӗ.
Çывăхри автопарковкăсем:
ул. П.Лумумба ур. 47А çурт, Ут клубӗ (Кивӗ Аэропортăн çурчӗ)
А.Камалеев пр., 44 çурт, «Максидом» строительсен гипермаркечӗ.
Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев